Районта çураки кампанийӗ вĕçленсе пырать.
Ҫурхи тырра, пăрçа тата техника культурисене пӗтӗмпех акнӑ ӗнтӗ, пулас тырпул тухӑҫĕ пуласса шанăç парса, лайӑх калчасем шăтса тухнă. Кӑҫал кӗрхи культурăсен калчисем те хитре, тепĕр хут акмалла мар. Ҫавӑнпа та паянхи кун пирӗн аграрисен хуратул акмалли ҫеҫ юлать. Кӑҫалхи ака ӗҫӗсен районти пӗрлехи планӗпе хуратул 4919 гектар ҫине вырнаҫӗ. Çӗршыври ҫак лайӑх кирлӗ культура Пишпÿлек районӗнче ҫулленех Сергей Квинтильянович Михайлов КФХ та ҫитӗнтерет. Ҫак кунсенче вӑл 1500 гектар лаптӑкра хуратул акма палӑртать. Уй-хирте пулса курнӑ хыҫҫӑн эпир ҫакна хамӑр куртăмăр. Кунта хуратул акас ӗҫе лайӑх йӗркеленӗ, ака ĕçĕсем лайӑх хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ.
— Акӑ мӗнрен пуҫлатӑп: ҫуркунне пуҫламӑшӗнче пире кӑҫалхи ҫуракине хатӗррине лайӑх тӗрӗслерӗ. Тӳррипе калатӑп: ку ӗҫе эпир начар мар турӑмӑр, - ӑнлантарать Сергей Квинтильянович. — Вӑрлӑх ҫителӗклӗ хатӗрлесе минераллӑ удобренисем туяннӑ. Ака оборудованийӗпе кăкарса ĕçлемелли агрегатсемлӗ пӗтӗм техника хатӗрленӗ. Ҫуркунне акнӑ культурӑсем лайӑх та парка калча ҫитӗнтереҫҫӗ. Хуçалăхра тӑватӑ пин гектар ытла ҫӗр ҫирӗплетнӗ, унта кашни лаптăка ӗҫ коллективӗ ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫленипе ӗҫсене туса пӗтерӗҫ. Чи лайӑх ĕçлекенсене паллӑ тӑватӑп. Т-150 тракторпа уй-хирсене пахалӑхлӑ акас ӗҫе опытлӑ механизатор Александр Леонтьев лайӑх ритм панӑ. К-700 трактор механизаторӗсем Георгий Мускатинпа Юрий Зубарев унран юлман. Кӑҫал çавӑн пекех Святослав Михайлов ертсе пынипе Евгений Кириллов, Алексей Михайлов, Александр Старков рабочисем вӑрлӑх хатӗрлес тӗлӗшпе ĕçлекен цех питӗ лайӑх ӗҫленӗ. Геннадий Макеевпа Геннадий Гаврилов водительсем те лайӑх ӗҫлерӗҫ. КФХра ку чухнехи виҫӗ ҫӗнӗ ака комплексӗ пур. МТЗ-1221 тракторпа ĕçлекен механизатор Игорь Прокопьев "Агратор-10000" ака комплексӗпе пысӑк ӗҫ калӑпӑшне пурнӑҫланӑ.
Хуҫалӑхра кун йӗркинче — хуратул акасси. Пулас хуратул уйӗсене тырӑ акса тӑвас ӗҫе пысӑк стажлă механизатор Леонид Лакомкин ирттерет. Вӑл К-744 тракторпа талӑкра икҫӗр гектар таран тирпейлеме пултарать. Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ака ӗҫӗн ударлӑ хӑвӑртлӑхне тата лайӑх тӗслӗх шӑпах ҫакӑн пек механизаторсем параҫҫӗ. Юнашарах тепӗр уйра иккӗмӗш агрегат та ӗҫлет. Ку вӑл кӑҫал туяннӑ "Агратор-8500" ака комплексӗ. Вӑл пахалӑхлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫӗпе хӑйӗн хакне тавăрать. Анна çинчи тӑпрана малтан ҫемҫетмесӗрех Владислав Никитин механизатор хуратула акать. Владислав К-744 тракторпа ӗҫлет. Унпа юнашар трактор кабининче, борт компьютерӗ ҫинче, ака комплексӗн программа процесне Алексей Никитин оператор лайӑх тӗрӗслесе пырать. КАМАЗ автомобилӗн водителӗ Виталий Гаврилов хуратул вăрлăхне тата минераллӑ удобренисене заправлят тăвать. Ака ӗҫӗсене тӗп агроном Дмитрий Сергеевич Михайлов ертсе пырать, ӑна Ихсан Идрисович Валеев опытлӑ инженер-технолог пулӑшать. Пирӗн механизаторсем районти Акатуй пуличчен ялхуҫалӑх ӗҫӗсене пӗтӗмпех туса пӗтеретпӗр тесе сӑмах параççĕ.
Владимир СМОЛОВ çырса илнĕ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир СМОЛОВ.