Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
31 Майӑн 2023, 13:39

Техосмотрсен иккӗмӗш тапхӑрӗ пуҫланать

Пишпÿлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗ поднадзорлă техника хуҫисем хушшинче техника тӗрӗслевӗн пӗрремӗш тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ.

Техосмотрсен иккӗмӗш тапхӑрӗ пуҫланать
Техосмотрсен иккӗмӗш тапхӑрӗ пуҫланать

Пишпÿлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗ поднадзорлă техника хуҫисем хушшинче техника тӗрӗслевӗн пӗрремӗш тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ.

— Гостехнадзор инспекцийӗнче уйрӑм хуҫалӑхсемпе кил-ҫуртсенче уйрăм ҫынсенче ҫичҫӗр ытла самоходнӑй техника тӑрать. Тата вĕсен çумĕнчи прицепсене те шута илсен, цифра тӑхӑрҫӗр единица таран ӳсет, — тет Гостехнадзорӑн районти инспекцийӗн начальникӗ Эдуард Михайлович Григорьев. — Пӗрремӗш тапхӑрта эпир транспорт хатӗрӗсен ҫитмӗл процентне яхӑн техосмотрпа ҫавӑрса илме пултартӑмӑр. Тӗрӗсленӗ техникӑн 55 процентне хӑрушлӑхсӑр эксплуатацилеме ыйтнисене тивӗҫтернӗ. Юлашки пайӗ кӑҫалхи июнь-июль уйӑхӗнче иртӗ. Ҫакӑ харпӑр хӑй тата хушма хуҫалӑхсенче выльăх апачĕ интенсивлӑ хатӗрленӗ тапхӑрта пулать. Выльӑх апачӗн хатĕрлекен техникăна тӗрӗслес ӗҫе эпир вӗҫленӗ. Кунта хальлӗхе картина савӑнтармасть-ха: техникӑн 50 проценчӗ кӑна выльӑх апачӗ пуҫтарма хатӗр. Ытти техника требованисене тивĕçтермест. Ҫавӑнпа техникӑн иккӗмӗш ҫуррине 20 кун хушшинче тепӗр хут пӑхса тухмалла. Тормоз тытӑмӗн, руль управленийӗн, ҫутӑ тата электричество приборӗсен юсавлӑхӗпе тухӑҫлӑхне, туртӑмсемпе тытӑм хатӗрӗсем юсаннине тата огнетушительсемпе аптечкӑсем транспорт хатӗрӗсенче пулнине уйрӑмах тимлӗпӗр.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

 

Техосмотрсен иккӗмӗш тапхӑрӗ пуҫланать
Техосмотрсен иккӗмӗш тапхӑрӗ пуҫланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: