Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
8 Июнӗн 2023, 12:30

Вӑхӑтлă акнă — эппин, усси пулать

Районти ялхуҫалӑх управленийӗн ӗҫ комиссийӗ кӑҫал калчасене йышӑннине пĕтĕмлетнĕ.

Вӑхӑтлă акнă — эппин, усси пулать
Вӑхӑтлă акнă — эппин, усси пулать

Пирӗн ял хуҫалӑх производителӗсем, хальхи техникӑпа тăпрана лайӑх хатӗрленине тата организациленӗ тата йӗркеллӗ ӗҫленине пула, кӗске вӑхӑтра 2023 ҫулхи ака кампанине вӗҫленĕ. Районта 61382,7 гектар лаптӑкра ҫурхи ака иртнӗ, ҫав шутра ҫурхи тырӑ, пăрçапа тӗштырӑ культурисем 40598 гектар ҫинче вырнаçнă. Техника культурисене 17107 гектар лаптӑкне акнӑ, ҫав шутра хӗвелҫаврӑнӑш — 13 555 гектар. 9733 гектар лаптӑкра вырнаçнă кӑҫалхи кӗрхи тырӑсем лайӑх хĕл каҫнӑ, вӗсем хӑвӑрт ӳсеççĕ, часах шăркаланма пуçлаççĕ ĕнтĕ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсен калчисене йышӑнакан ӗҫ комиссине район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ, ял хуҫалӑх управленийӗн начальникӗ Артур Амурович Галеев ертсе пынӑ. Комисси чи лайӑх хуҫалӑхсене палӑртнӑ.
Кӑҫал ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра туса ирттернĕ. Июнӗн 1-мӗшӗ тӗлне районти аграрисем федераципе республика бюджетӗнчен 38 миллион тенкӗ субсиди илнӗ. Кӑҫалхи пилӗк уйӑхра районти аграрисем 36 миллион тенкӗ ытлалăх 16 единица техника туяннӑ.
Районти ялхуҫалӑх управленийӗн ӗҫ комиссийӗ кӑҫал калчасене йышӑннине пĕтĕмлетнĕ. Комисси результачӗсене районти Сабантуйра пӗлтерӗҫ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Вӑхӑтлă акнă — эппин, усси пулать
Вӑхӑтлă акнă — эппин, усси пулать
Вӑхӑтлă акнă — эппин, усси пулать
Вӑхӑтлă акнă — эппин, усси пулать
Вӑхӑтлă акнă — эппин, усси пулать
Вӑхӑтлă акнă — эппин, усси пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: