Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
16 Июнӗн 2023, 16:11

Выльӑх апачӗ хатӗрлес тӗлӗшпе семинар иртнĕ

Усак-Кичура ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен семинарӗ иртнӗ.

Выльӑх апачӗ хатӗрлес тӗлӗшпе семинар иртнĕ
Выльӑх апачӗ хатӗрлес тӗлӗшпе семинар иртнĕ

Усак-Кичура ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен семинарӗ иртнӗ. Кун ҫинчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каласа панă:Çурхи уй-хир ӗҫӗсем нумаях пулмасть вӗҫленчӗҫ, анчах аграрисен канма вăхӑт çук. Усак-Кичура районти ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсемпе семинар иртрӗ, унта выльӑх апачӗ хатӗрлес тӗлӗшпе пуҫланнӑ ӗҫсене сӳтсе яврӗҫ. Ака кампанийӗн пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухрӗҫ, хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç, пӗр-пӗринпе калаҫрӗҫ, ҫавӑн пекех ҫитес тапхӑра плансене палӑртса хучӗҫ. Аграрисен шухӑш-кӑмӑлӗ хастар, ҫавӑнпа пур задачӑсене те пурнӑҫламалла. Ҫанталӑк пӑсӑлмасан, тырпул та лайӑх пуласса шанатпӑр.

Пирӗн аграрисене тӗрлӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп! Ҫавӑн пекех КФХ пуҫлӑхне Рим Таухетдинович Ямалтдинова семинар йӗркеленӗшӗн тав тӑватӑп.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Выльӑх апачӗ хатӗрлес тӗлӗшпе семинар иртнĕ
Выльӑх апачӗ хатӗрлес тӗлӗшпе семинар иртнĕ
Выльӑх апачӗ хатӗрлес тӗлӗшпе семинар иртнĕ
Выльӑх апачӗ хатӗрлес тӗлӗшпе семинар иртнĕ
Выльӑх апачӗ хатӗрлес тӗлӗшпе семинар иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: