Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Ял хуçалăхĕ
23 Июнӗн 2023, 15:27

Пушкӑртстанра юлашки тăватă ҫул хушшинче 343 гектар ҫӗнӗ ҫимӗҫ сачӗ хывнӑ

Республика аграрийӗсем интенсивлӑ сад ӗрчетес ӗҫе аталантарассине тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Пушкӑртстанра юлашки тăватă ҫул хушшинче 343 гектар ҫӗнӗ ҫимӗҫ сачӗ хывнӑ
Пушкӑртстанра юлашки тăватă ҫул хушшинче 343 гектар ҫӗнӗ ҫимӗҫ сачӗ хывнӑ

Республика аграрийӗсем интенсивлӑ сад ӗрчетес ӗҫе аталантарассине тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Юлашки тăватă ҫулта ҫӗнӗ садсем хывмалли пӗтӗмӗшле лаптăк 343 гектарпа танлашнӑ, тесе каланă Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвӗн депутачӗсем умӗнче сӑмах тухса каланӑ май правительство премьер-министрӗн ҫумӗ - Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.

2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх нумай ҫул хушши ÿсекен ÿсентăрансем 70 гектар ытла лартнӑ, вӗсенчен ҫурри интенсивлӑ тип ҫине кӗрет. Паян Чишмари тухӑҫлӑ питомник интенсивлӑ тата суперинтенсивлӑ сад пахчисене аталантарас енӗпе пысӑк инвестици проекчӗ пурнӑҫланать. Республикӑра ҫулсерен ҫимӗҫпе ҫырла тата тӗм культурисем 50 сорт ытла ҫитӗнеҫҫӗ, хамăр ҫӗршывӑн ҫӗнӗ сорчӗсем тухаҫҫӗ.
Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫӗн пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗсенчен пӗри - пахча ҫимӗҫ туса илесси. 2022 ҫулта туса илнӗ пахча ҫимӗҫсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 280 пин тонна, вӗсенчен хӳтӗленӗ тăпра ҫинче 68 пин тонна пахча ҫимӗҫ туса илнӗ.

Пушкӑрт Республики Раҫҫейӗн хупӑ ҫӗрӗнчи мӗнпур пахча ҫимӗҫӗн 60 процентне яхӑн туса илекен вуншар регион шутне (8-мӗш вырӑн) ҫирӗп кӗрет.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-06-22/v-bashkirii-za-poslednie-4-goda-zalozhili-343-ga-novyh-plodovyh-sadov-3309790

 

 

Пушкӑртстанра юлашки тăватă ҫул хушшинче 343 гектар ҫӗнӗ ҫимӗҫ сачӗ хывнӑ
Пушкӑртстанра юлашки тăватă ҫул хушшинче 343 гектар ҫӗнӗ ҫимӗҫ сачӗ хывнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: