Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
12 Июлӗн 2023, 11:51

Пушкӑртра ҫур миллион тонна сенаж хатӗрленӗ

Сӗтеклӗ апат хатӗрлес тӗлӗшпе Стерлитамак районӗ малта пырать.

Пушкӑртра ҫур миллион тонна сенаж хатӗрленӗ
Пушкӑртра ҫур миллион тонна сенаж хатӗрленӗ

Пушкӑртра питӗ шӑрӑх пулин те, выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫма курăм хатӗрлесси малалла пырать. Даннӑйсем тӑрӑх, июлӗн 11-мӗшӗ тӗлне 174 пин тонна утӑ тата 494 пин тонна сенаж хатӗрленӗ, — пӗлтернӗ ПР Ял хуçалăх министерствинче.

Сӗтеклӗ апат хатӗрлес тӗлӗшпе Стерлитамак районӗ малта пырать, унта сенаж запасӗ 51 пин тонна пулса тӑрать. 42 пин тонна сӗтеклӗ апат хунӑ Чекмагуш хуҫалӑхӗсем иккӗмӗш позицийӗнче, виҫҫӗмӗш позицинче кӑтартуллӑ – Дюртюлипе Илиш районĕсем (39 пин тонна).

Аграри ведомствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, сенаж валли яланхи пекех пӑрҫа, клевер, люцерна, симӗс тырӑ массипе усӑ кураҫҫӗ. Паянхи куна 290 пин гектар выльӑх апачӗн курӑклӑ лаптӑкне ҫулса пӑрахнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-07-11/v-bashkirii-zagotovleno-pochti-polmilliona-tonn-senazha-3336053

 

 

Пушкӑртра ҫур миллион тонна сенаж хатӗрленӗ
Пушкӑртра ҫур миллион тонна сенаж хатӗрленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: