Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
8 Августӑн 2023, 13:13

Пӗлӳ ытларах пулсан, тырпул тухӑҫлӑрах пулать

Ытти хуҫалӑхсен ҫак ырӑ тӗслӗхе шута илмеллех.

Пӗлӳ ытларах пулсан, тырпул тухӑҫлӑрах пулать
Пӗлӳ ытларах пулсан, тырпул тухӑҫлӑрах пулать

Районти хуҫалӑхсенче ятарласа хатӗрленӗ программӑпа ҫулсерен агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлекенсене вӗрентеҫҫӗ. Ҫак мероприятие ҫурхи ака ӗҫӗсем пуҫланиччен планпа йӗркелеççĕ. Ӑна механизаторсен ака кампанийӗ тапхӑрӗнче ҫеҫ мар, тырпул пухса кӗртмелли тапхӑрта та агротехника пӗлӗвӗсене тепӗр хут ҫирӗплетме палӑртнӑ. Халӗ ун пек мероприятисем хуҫалӑхсенче сайра тӗл пулаҫҫӗ. Шел. Халӑхра ахальтен мар: "Тепӗр хут аса илни — вӗрентӳ амӑшӗ", теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ӑслӑ чӑнлӑха "Родник" агрофирмӑпа Сергей Михайлов КФХ-ра манман-ха. Кунта иртнӗ эрнере механизаторсен коллективӗ валли тырӑ вырма тухас умӗн ятарласа йӗркеленӗ мероприяти пулса иртнӗ. Вӗренӳ машинăпа трактор паркӗнче вырнаҫнӑ столовӑйӑн ҫутӑ залӗнче иртнĕ. Ял хуҫалӑх культурисене пухса кӗртмелли агротехникӑпа технологи темисене, ял хуҫалӑх техникине йӗркелемелли, эксплуатацилемелли меслетсене, чи малтан тырӑ вырмалли комбайнсене, ҫавӑн пекех ӗҫ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне сыхламалли ыйтусене тишкернӗ. Механизаторсемпе занятисене районти ял хуҫалӑх управленийӗн ертсе пыракан специалисчӗсемпе тата хуҫалӑх ертӳҫисемпе пӗрле ирттернӗ. Вӗренӗве 15 ҫын хутшăннă: трактористсем, тырӑ выракан комбайн машинисчӗсем тата юсав ӗҫченӗсем. Ытти хуҫалӑхсен ҫак ырӑ тӗслӗхе шута илмеллех.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Пӗлӳ ытларах пулсан, тырпул тухӑҫлӑрах пулать
Пӗлӳ ытларах пулсан, тырпул тухӑҫлӑрах пулать
Пӗлӳ ытларах пулсан, тырпул тухӑҫлӑрах пулать
Пӗлӳ ытларах пулсан, тырпул тухӑҫлӑрах пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: