Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
15 Августӑн 2023, 12:50

Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ

Киров ячӗллӗ СПК аграрийӗсен вырма комплексӗнче тӑватӑ тырпул пуçтаракан комбайнпа виҫӗ пысӑк КАМАЗ автомобиль тата тырă йĕтемĕнче 15 ҫын ударлӑ ӗҫлеҫҫӗ.

Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ
Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ

Районти пысӑк хуҫалӑхсенчен пӗринче Киров ячӗллӗ СПКра ҫак хӗвеллӗ кунсенче уй-хирте те, тырă йĕтемĕнче те ӗҫ вӗресе тӑрать: тырпул пухса кӗртес ӗҫ хӗрсе пырать. Киров ячӗллӗ СПК аграрийӗсен вырма комплексӗнче тӑватӑ тырпул пуçтаракан комбайнпа виҫӗ пысӑк КАМАЗ автомобиль тата тырă йĕтемĕнче 15 ҫын ударлӑ ӗҫлеҫҫӗ.
Кĕлетсене ҫӗнӗ тырпул тырри кĕре пусланă ĕнтĕ. Кунта час-часах канса ларасси ҫинчен пӗлмеҫҫӗ. Ситекпуç ҫыннисем кӑҫал ҫитӗнтернӗ тырпулăн аллӑ процентне пухса кӗртнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе гектар пуçне 20 центнерпа танлашать. Халĕ ку хуҫалӑхра виҫҫӗр гектар лаптӑкри урпана вырас ӗҫ пырать. Ӗҫре иртнӗ ҫулсенчи пекех, ҫак ял хуҫалӑх кооперативӗн ывӑнма пӗлмен ертӳҫи Александр Маркелович Тихонов хавхалантарать. Халӗ вӑл, картлашка ҫинче тăрса пĕтĕм ĕçсене ертсе пырать, тырӑ вырнӑ тапхӑрта комбайнер пулса, ҫирӗм ҫул "Дон-1500" тырӑ выракан комбайн баранки умĕнче, вӑхӑтлӑха распоряженисем парать. Кунта, унӑн сылтӑм тата сулахай аллисем шутланаканскерсем, чи малтан икӗ ывӑлĕ тӑраҫҫӗ. Районти пур комбайнерсен хушшинче те пӗтӗмӗшле авӑн ҫапнин чи лайӑх кӑтартӑвӗ, шанса панӑ кирек мӗнле техникăпа та тимлӗ ӗҫлекен Геннадий Тихоновăн. Ку цифра 5700 центнерпа танлашать.
— Шкул хыҫҫӑн Пелепейри ял хуҫалӑх техникумне кӗтӗм, вӗренсе пĕтернĕ хыççăн, тӑван хуҫалӑхра механизатор пулса тӑтӑм, - уй-хирти апат вӑхӑтӗнче каласа парать Геннадий Александрович. - Ял хуҫалӑх кооперативӗнче кирек хӑш механизатор та универсаллӑ, хуҫалӑхӑн кирек мӗнле техникипе те ӗҫлеме пултарать. Шурӑмпуҫ киличченех ӗҫлетпӗр. Хамӑр ӗҫе эпир тӳрӗ кӑмӑлпа тӑватпӑр. Ҫапла вара эпир ăçта ҫуралнӑ çавăнта юрӑхлӑ пултӑмӑр. Ҫӗр вăл пирĕн тӑрантакан!
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир Смолов.

 

 

 

Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ
Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: