Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
27 Сентябрӗн 2023, 09:43

Пушкӑрт ҫӗрӗнче сахӑр кӑшманӗн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн пуҫтарнă

Сентябрӗн 26-мӗшӗ тĕлне сахăр кăшманĕ акакан хуҫалӑхсем 12 пин гектар лаптăкран пуҫтарнă.

Пушкӑрт ҫӗрӗнче сахӑр кӑшманӗн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн пуҫтарнă
Пушкӑрт ҫӗрӗнче сахӑр кӑшманӗн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн пуҫтарнă

Пушкӑрт ҫӗрӗнче сахӑр кӑшманӗ кăларас ӗҫ малалла пырать. Сентябрӗн 26-мӗшӗ тĕлне сахăр кăшманĕ акакан хуҫалӑхсем 12 пин гектар лаптăкран пуҫтарнă.
Республикӑра пурӗ 460 пин тонна тымарçимĕç пухнӑ. Юлашки ҫулсенчи чи пысӑк тухӑҫ - гектартан 400 центнера яхӑн.
Чишма районӗнче сахăр кăшманĕн чи пысӑк тухӑҫĕ – 118,5 пин тонна, Благовар хуҫалӑхӗсем 61 пин тонна, 52 пин тонна – Альшей хуҫалӑхӗсем пухнӑ.
Сахӑр завочӗсем иккӗшӗ те пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем ҫӗнӗ тухăçран пухнă кӑшманран 16 пин тонна сахӑр туса илнӗ ĕнтĕ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-09-26/novost-bez-zagolovka-3454527-3454527

 

Пушкӑрт ҫӗрӗнче сахӑр кӑшманӗн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн пуҫтарнă
Пушкӑрт ҫӗрӗнче сахӑр кӑшманӗн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн пуҫтарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: