Октябрӗн 16-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе Çăкăр кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӑкӑр - этем ӗҫӗн продукчӗ, вӑл ырлӑхпа ҫителӗклӗ пурнӑҫ символӗ, ҫынсене выҫлӑхран шанчӑклӑ хӳтлӗх пулса тӑрать. Сӗтел ҫинче те, праҫниксенче те чи сумлă вырӑна шӑпах ҫӑкӑра уйӑрса параççĕ. Унсӑр пӗр апат та пулмасть. Ача садӗнчи педагогсем ҫӑкӑр темине уйрӑмах тимлеҫҫӗ.
"Дюймовочка" ача садĕнче пӗтӗм тӗнчери Çăкăр кунне уявланӑ ятпа "Ҫӑкӑр - пурне те пуç" тематикӑллӑ кун иртнĕ. Вăл ачасене çăкăр ҫынсемшӗн мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине, пирӗн сӗтел ҫинче ҫӑкӑр пултăр тесе тӗрлӗ професси çыннисем мӗн чухлӗ ӗҫленине каласа парас тӗллевпе иртнĕ.
Ачасем пирӗн асаттесем тырӑ мĕнле ҫитӗнтернине пӗлнĕ. Ҫӑкӑр пирӗн сӗтел ҫине мӗнле лекнине, тырӑ туса илес ӗҫе хутшӑнакан ҫынсем мӗн чухлӗ ӗҫ хывнипе паллашнă. Воспитательсем пӗчӗк пучахран ырӑ шӑршӑллӑ батон мӗнле тухни, пекарьсем мӗнле ҫӑнӑхпа усӑ курни ҫинчен каласа панă. "Кам ытларах ҫӑкӑрпа булка изделийӗсен ятне калать" дидактика вӑййипе тата "Кукамай патӗнче хӑнара" сюжетпа роль вӑййи вылянӑ. Ачасем Катя пукани валли тӑварлӑ чустаран ҫӑкӑр, баранкӑсем, икерчӗ, булкӑсем хаваслансах тунӑ. Пӗчӗккисем юмахри Йăвана сӑрланă. Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне вӗҫен кайӑксене ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем ҫитернĕ.
Ачасем этемӗн пурнӑҫӗнче ҫӑкӑр пӗлтерӗшӗ ҫинчен нумай ҫӗнӗ те интереслӗ япаласем пӗлнĕ.
#ВсемирныйДеньХлеба
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610