Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Ял хуçалăхĕ
2 Ноябрӗн 2023, 11:20

"Ӗҫлес пулать",

Михаил Турленко хӑйӗн ӗҫченӗсене тав тунине палӑртать.

"Ӗҫлес пулать",
"Ӗҫлес пулать",

"Ӗҫлес пулать",
— шанать хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Михаил Турленко.
Пысăках мар хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче пӗтӗм техника пур: хальхи комбайнсем, тракторсем, автомашинӑсем, сеялка тата ҫӗр ӗҫлекен ытти техника. Пуринчен ытла лайăххи - Турленко хуҫалӑхӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекенсем ӗҫлеҫҫӗ.
КФХ М.В. Турленко ҫӗр лаптӑкӗсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 1132 гектарпа танлашать. Вӗсенчен 590 гектар пӗрчӗллӗ культура акнӑ, 217 гектар таса пар. Хӗвелҫаврӑнӑш, йӗтӗн-кӑтра, рапс акнӑ. Уй-хирти тырпулăн вӑтам тухӑҫĕ гектар пуçне 18 цетнерпа танлашнă.
— Кӑҫал пин гектар ҫӗре ҫемҫетнӗ. Ҫӗнӗ техника туянтӑмӑр: "Vector" тырӑ вырмалли икӗ ҫӗнӗ комбайн, Беларусь ҫӗнӗ трактор тата К-700. Ҫавӑн пекех тырӑ тасатакан ЗАВ-20 комплекса ҫӗнетрĕмĕр, урӑхла каласан, пӗтӗмӗшпех тĕп юсав турăмăр. Паян тырра вырса пĕтернĕ. Уйсене пӗтӗмпех сухаланă. Кӗрхи культурăсене 300 гектар ытла акнӑ. Техникӑна упранма лартнӑ. Кӑҫал тырӑ тухӑҫлӑ, - каласа парать кӑҫалхи ĕç итогĕсем ҫинчен хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Михаил Виталович Турленко.
Михаил Турленко хӑйӗн ӗҫченӗсене тав тунине палӑртать. Анлă профильлĕ механизаторсем теме май пур хуҫалӑхра ӗҫлекенсене, йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлтан пурнӑҫлаҫҫӗ.
— Ҫӗр ҫинче ӗҫлес пулать, вара тупăш та пулать, - палӑртать Михаил Виталович.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Михаил Турленко архивӗ.

"Ӗҫлес пулать",
"Ӗҫлес пулать",
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: