Сергейпе Владимир Антоновсем ашшӗ-амӑшӗн ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ.
Ял хуҫалӑх отрасльне аталантарас ӗҫе ИП пуҫлӑхӗ Сергей Витальевич Антонов пысӑк тӳпе хывать.
Çирĕклĕ ял Советне кӗрекен Лысогорка ялӗ райцентртан 20 километрта вырнаçнă. Шӑпах унта С.В. Антонов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ вырнаҫнӑ.
— Фермер хуҫалӑхне пирӗн атте-анне 1993 ҫултах йӗркелеме тытӑннӑ. КФХ ертӳлӗхне 2017 ҫулта хамăр ҫине илтĕмĕр. Манпа пӗрле аслӑ пичче Владимир Витальевич ӗҫлет. Хуҫалӑхра пурӗ 800 гектар ҫӗр лаптӑкӗ. Техника пирĕн ҫителӗклӗ. Пӗлтӗр МТЗ-82 трактор туянтӑмӑр, кӑҫал тырӑ вырмалли ҫӗнӗ комбайн туянтӑмӑр, унпа пичче ӗҫлерӗ. Паян хирти ӗҫсене пурне те туса пӗтернӗ. Техникӑна упранма лартнӑ. Ӳсентӑран ӗрчетессисӗр пуҫне эпир выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине те аталантаратпӑр. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен пӗтӗмӗшле йышӗ 150 пуҫ, вӗсенчен 60 ӗне. Сӗте Пелепей хулине уйрӑм предприятие паратпӑр, - каласа парать КФХ ӗҫ-хӗлӗ çинчен Сергей Витальевич.
Антонов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнчи акмалли лаптӑксем 625 гектарпа танлашаççĕ. 360 гектар лаптӑкра акнӑ тырӑ культурисем кӑҫал гектар пуçне 20,2 центнер тухăç панă. Тата 150 гектар акнӑ ҫу культурисем те лайӑх тухӑҫпа савăнтарнă.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Сергей Антоновăн архивӗ.