Республикӑри кӑшман акакан 19 районӑн аграрийӗсем пӗр миллион та 580 пин тонна ытла тымарçимĕç пухнӑ ӗнтӗ. Сахӑр кӑшманӗн тухӑҫлӑхӗ пӗлтӗрхинчен 14% пысӑкрах.
ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, регионта сахӑр кӑшманӗ акнă лаптӑксем кӑҫал 47,5 пин гектар пулса тӑраҫҫӗ. Ведомство специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Туймазă районӗнче тымарçимĕçсен чи пысӑк тухӑҫлӑхĕ – гектартан 592 центнер, чи нумай кăшманне чишмасем - 293 пин тонна пухнӑ.
Чишмари сахӑр завочӗ тата "Раевсахар" компанийӗ ҫур миллион ытла кăшмана тирпейлесе 76,3 пин тонна шурӑ сахӑр туса кӑларма ӗлкӗрнӗ.
Сăнӳкерчӗкӗ: ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-11-08/v-bashkortostane-urozhaynost-saharnoy-svekly-prevysila-340-tsentnerov-s-gektara-3511274