Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
20 Ноябрӗн 2023, 12:44

Пушкӑртстан Китая ял хуҫалӑх продукцине тӑратма килӗшӳ тӑвать

Тивӗҫлӗ килӗшӗве ноябрӗн 23-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери XVI бизнес (МНБ-2023) шайӗнче Уфара алӑ пусӗҫ.

Пушкӑртстан Китая ял хуҫалӑх продукцине тӑратма килӗшӳ тӑвать
Пушкӑртстан Китая ял хуҫалӑх продукцине тӑратма килӗшӳ тӑвать

Пушкӑртстан Республикинчи Ял хуҫалӑх министерствипе Пӗтӗм тӗнчери бизнес аталанӑвӗн Китай центрӗ ял хуҫалӑх продукцийӗсене тӑратма килӗшӳллӗн ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.
Тивӗҫлӗ килӗшӗве ноябрӗн 23-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери XVI бизнес (МНБ-2023) шайӗнче Уфара алӑ пусӗҫ.
– Паян Китай Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх продукцине экспорта яма чи малашлӑхлӑ ҫул-йӗр, - тет ПР Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ, ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов. – Республика Поднебеснăйне темиçе тĕрлĕ тавар тӑратать ӗнтӗ. Калӑпӑшӗпе ассортиментне ӳстермелли майсем те пур.
Сотрудничество документӗнче Китай Халӑх Республикин территорине ял хуҫалӑх продукцине, шӑпах ҫу продукцийӗ (хӗвелҫаврӑнӑш тата рапс ҫӑвӗ, шрот), аш-какай продукцийӗпе субпродукчӗсем, сахӑр, типӗ сӗт-ҫу продукчӗсем тата нумай ҫул ӳсекен курӑксен вӑрлӑхӗ тӑратассине йӗркелесси тӗп ҫул-йӗр шутланать. Килӗшӳ тӑрӑх ҫавӑн пекех пӗрлешӳллӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫланӑ шайра ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса хурасси те тӗп ҫул-йӗр шутланать.

https://pravitelstvorb.ru/news/22274/

 

Пушкӑртстан Китая ял хуҫалӑх продукцине тӑратма килӗшӳ тӑвать
Пушкӑртстан Китая ял хуҫалӑх продукцине тӑратма килӗшӳ тӑвать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: