Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Ял хуçалăхĕ
4 Декабрӗн 2023, 11:51

Пишпÿлек районĕнче зонăри семинар-канашлу иртнĕ

Районта Пушкӑртстан Республикинчи выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫ отраслӗн 2023 ҫулхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе зонӑри семинар-канашлу иртнĕ.

Пишпÿлек районĕнче зонăри семинар-канашлу иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче зонăри семинар-канашлу иртнĕ

Районта Пушкӑртстан Республикинчи выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫ отраслӗн 2023 ҫулхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе зонӑри семинар-канашлу иртнĕ.

Мероприятие ПР Ял хуҫалӑх министерствин представителӗсем, 17 район администрацийӗсен ял хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен заместителӗсем, УСХ (ОСХ) тӗп зоотехникӗсем, райгорветстанцисен пуҫлӑхӗсем, пӑхӑнса тӑракан организацисемпе хуҫалӑхсен ертӳҫисем хутшӑннă.

Мероприяти икӗ пайран тăнă — пленум тата практикӑллӑ.

Пӗрремӗш пайӗ Пишпÿлекри Культура керменӗнче иртнӗ. Канашлу пуҫланас умӗн хӑнасем ӑратлӑ ӗҫри "Башкирское" АО, "Племцентр" ООО, "МироВет" ООО — ветеринари препарачӗсем, "Велес" ООО, "Башагросервис» ООО, "ТИАН-Трейд" ООО — сӗт пахалӑхне, лаборатори диагностикине тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес тата производство гигиени сферинче (укҫа-тенкӗ, оборудовани), Уфа ял хуҫалӑх техникин "Агропоставка" ООО, "Илишевское РТП" ООО — каркаспа тент сооруженийӗсем, "Провими" ООО Уфари апатпа хушса памалли тăвакансен куравĕсене пӑхса тухнă.

Канашлӑва ПР правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ — ПР ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Ильдусович Фазрахманов уҫнӑ.

Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов хӑнасене саламланă, районти выльӑх-чӗрлӗх отраслӗпе паллаштарнă.

Семинарта республикӑри выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе аталантармалли ыйтусене, отрасль ӗҫӗн малтанхи итогӗсене, ҫавӑн пекех тепӗр ҫулхи задачӑсене сӳтсе явнă. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен экспертсем ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес, республикӑри аш-какай отрасльне аталантарас ыйтусене хускатнӑ.

Неля САБАХОВА.

Сăнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.

Пишпÿлек районĕнче зонăри семинар-канашлу иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче зонăри семинар-канашлу иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче зонăри семинар-канашлу иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче зонăри семинар-канашлу иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче зонăри семинар-канашлу иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: