Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
7 Декабрӗн 2023, 11:22

Пушкӑрт Республикинче аграрисем кӑҫал ял хуҫалӑх техникине 12 миллиард тенкӗлӗх туяннӑ - ку вӑл 2022 ҫулхинчен 10% ытларах

АПК техника паркне модернизацилемелли регионти программа шайӗнче ҫак тапхӑрта аграрисене 7,2 миллиард субсиди тӳленĕ.

Пушкӑрт Республикинче аграрисем кӑҫал ял хуҫалӑх техникине 12 миллиард тенкӗлӗх туяннӑ - ку вӑл 2022 ҫулхинчен 10% ытларах
Пушкӑрт Республикинче аграрисем кӑҫал ял хуҫалӑх техникине 12 миллиард тенкӗлӗх туяннӑ - ку вӑл 2022 ҫулхинчен 10% ытларах


Пушкӑртстан Республикинчи АПК предприятийĕсем кӑҫал ял хуҫалӑх техникин 2693 единицине 12,1 миллиард тенкӗлӗх туяннӑ. Ҫакӑ пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрти кӑтартусенчен 1 миллиард тенке нумайрах, ӳсӗм 10 процентпа танлашнӑ, пӗлтерет ПР Правительствин пресс-центрӗ.
ПР Правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 473 трактор, 204 тырӑ вырмалли тата 22 выльӑх апачӗ пухмалли комбайн, ҫӗр ӗҫлекенсемпе акмалли машинӑсемпе орудисен 600 ытла единици тата ытти техника туянни ҫинчен каласа панă. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, пилӗк ҫул хушшинче, 2019 ҫултан пуҫласа, регион аграрийӗнче 15 пин единица 52 миллиард тенкĕ яхӑн техника туяннӑ. Министр АПК техника паркне модернизацилемелли регионти программа шайӗнче ҫак тапхӑрта аграрисене 7,2 миллиард субсиди тӳлени ҫинчен ӑнлантарса панă.


Сăнӳкерчӗкӗ: pravitelstvorb.ru сайтран.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-12-05/v-bashkirii-agrarii-v-etom-godu-priobreli-selhoztehniki-na-12-mlrd-rubley-eto-na-10-bolshe-chem-v-2022-godu-3553237

 

 

Пушкӑрт Республикинче аграрисем кӑҫал ял хуҫалӑх техникине 12 миллиард тенкӗлӗх туяннӑ - ку вӑл 2022 ҫулхинчен 10% ытларах
Пушкӑрт Республикинче аграрисем кӑҫал ял хуҫалӑх техникине 12 миллиард тенкӗлӗх туяннӑ - ку вӑл 2022 ҫулхинчен 10% ытларах
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: