Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
26 Кӑрлач , 11:44

Пушкӑрт утарҫисем казах выльӑх-чӗрлӗх НИИпе ӗҫлӗҫ

Енсен тивӗҫлӗ килӗшӗвне Астанари "Казахстан-Пушкӑртстан" бизнес-форум хирӗсенче алӑ пуснӑ.

Пушкӑрт утарҫисем казах выльӑх-чӗрлӗх НИИпе ӗҫлӗҫ
Пушкӑрт утарҫисем казах выльӑх-чӗрлӗх НИИпе ӗҫлӗҫ

Пушкӑртстанри "Алтын Солок" АНО тата Казахстанри Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес тата выльӑх апачӗ туса илесс енĕпе ĕçлекен наукӑпа тӗпчев институчӗ хурт-хӑмӑр ӗрчетес енӗпе пӗр-пӗринпе паллашӗҫ, - пӗлтернӗ ПР Ял хуçалăх министерствинче. Енсен тивӗҫлӗ килӗшӗвне Астанари "Казахстан-Пушкӑртстан" бизнес-форум хирӗсенче алӑ пуснӑ.
"Документпа пӗрлех генетикӑпа, пыл хурчӗсен селекцийӗпе, таса ӑратлӑ пыл хурчӗсене упраса хăварас тата аталантарас тӗллевлӗ проектсене пурнӑҫлас енӗпе пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемемелли плансем пур тата пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемеллех. Пушкӑрт тата казах специалисчӗсем хурт-хӑмӑр ӗрчетес енӗпе хальхи цифра, технологи решенийӗсене аталантарассипе, пыл хурчӗсем туса илекен продукцин пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтусенче ӗҫлӗҫ", - каласа панӑ ведомствӑра.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/politics/2024-01-25/bashkirskie-pchelovody-budut-sotrudnichat-s-kazahskim-nii-zhivotnovodstva-3617656

 

Пушкӑрт утарҫисем казах выльӑх-чӗрлӗх НИИпе ӗҫлӗҫ
Пушкӑрт утарҫисем казах выльӑх-чӗрлӗх НИИпе ӗҫлӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: