Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
30 Кӑрлач , 12:09

Ишимбай бизнесменĕ пӑрахӑҫа тухнӑ фермӑсенчен темиҫе ҫул хушшинче чечекленекен предприяти йӗркеленӗ

Кун пирки Пушкӑртстанри Ишимбай районӗнчи бизнес-шериф Рамиль Абдуллин социаллӑ сетьсенче каласа панӑ.

2016 ҫулта Ишимбай предпринимателӗ Александр Привалов пӑрахӑҫа тухнӑ выльӑх-чӗрлӗх производство ҫурчӗсене туянса хресчен-фермер хуҫалӑхне йӗркеленӗ. Ҫичӗ ҫул хушшинче чи пуҫламӑшӗнче 25 пуҫ мăйракаллă шултра выльăх тата ултă лаша шутланакан хуҫалӑх, халĕ 8 пин гектар ялхуҫалӑх çĕрĕсемлĕ, кăлпасси тата ҫӑкӑр-тӑвар изделийӗсем, аш-какай тата сӗт-ҫу продукцийӗ туса кӑларакан, аталанакан предприяти пулса тӑнă. Ку вӑл, ҫав шутра патшалӑх пулӑшӑвне пула та, май килнӗ. Сӑмахран, бизнесмен "Ĕçе пуҫлакан фермер" тата "Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх ферми" программӑсене хутшӑннӑ.

Предпринимательшӗн чи кирли – унӑн ӗҫлекенӗсем. Вӗсем 80 ҫынна яхӑн ӗнтӗ. Александр Приваловӑн пысӑк плансем - ял хуҫалӑх техникин паркне ҫӗнетесси, тырӑ тасатмалли оборудование ҫӗнетессине вӗҫлесси, ҫавӑн пекех хуҫалӑх ӗҫченӗсем валли Скворчиха ялӗнче пурӑнмалли 11 ҫурт туса лартасси. Кӑҫал вӑл республикӑри "Çулталӑк предпринимателӗ" конкурсӑн лауреачӗ тата Пӗтӗм Раҫҫейри "Çулталӑк çынни-2023" сумлӑ преми лауреачӗ пулса тӑнӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-01-30/biznesmen-iz-ishimbaya-za-neskolko-let-iz-zabroshennyh-ferm-organizoval-protsvetayuschee-predpriyatie-3622416

Ишимбай бизнесменĕ пӑрахӑҫа тухнӑ фермӑсенчен темиҫе ҫул хушшинче чечекленекен предприяти йӗркеленӗ
Ишимбай бизнесменĕ пӑрахӑҫа тухнӑ фермӑсенчен темиҫе ҫул хушшинче чечекленекен предприяти йӗркеленӗ
Ишимбай бизнесменĕ пӑрахӑҫа тухнӑ фермӑсенчен темиҫе ҫул хушшинче чечекленекен предприяти йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: