Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
1 Нарӑсӑн , 10:22

Техника юсаççĕ

"Урожай" ООО механизаторӗсем çĕнĕ ялхуҫалӑх сезонне хатӗрленеҫҫӗ.

Техника юсаççĕ
Техника юсаççĕ

"Урожай" ООО механизаторӗсем çĕнĕ ялхуҫалӑх сезонне хатӗрленеҫҫӗ.

Календарь ҫинче — февраль. Хӗллехи юлашки уйӑх ҫуркунне инҫе маррине аса илтерет. Районти аграрисем лайӑх пӗлеҫҫӗ: ҫурхи ака кампанине юсавлӑ техника пур чухне кӑна ирттерме пулать. Ҫавӑнпа хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче тракторсене, тӑпрана тирпейлемелли, ака-суха тата ял хуҫалӑх техникине хӗрсе кайса юсаççĕ.

"Урожай" ОООн машинӑсен картишне кĕрсен механизаторсем тракторсене юсассипе туслӑ ӗҫленине курма тӳр килет. Юсав мастерскойӗн ӑшӑ пӳлӗмӗнче ӗҫлеме хӑнӑхнӑ ритм. Кунта детальсене, узелсене тата механизмсене юсама ятарлӑ станоксем пур. Чи малтанах механизаторсем пахалӑхшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсен ҫав техникӑна эксплуатацилемелле. Нумай детальсене, май килнӗ таран, хӑйсен вӑйӗпе юсама тӑрӑшаҫҫӗ.

Иван Иванов хуҫалӑхра иккӗмӗш ҫул ӗҫлет. Халӗ вӑл хӑйӗн "Кировецне" юсать, кайран, ҫурхи ӗҫçи пуҫлансан, техника ан улталатӑр тесе. Ҫуракине вӑл тĕплĕ хатӗрленет, мӗншӗн тесен пӗтӗм ялхуҫалӑх комплексне пурнӑҫлани трактор юсавлӑхӗнчен тата хатӗрринчен тӳрремӗнех килет. Иван Григорьевич тӑпрана акиччен хатĕрлессишĕн, ҫумкурăк шутне чакарассишĕн, тӑпран пулӑхлӑ сийӗнче нӳрӗк тытса тӑрассишӗн, ял хуҫалӑх культурисене акма ҫӗр хатӗрлессишӗн яваплӑ.

Андрей Григорьев механизатор ДТ-75 двигателӗн моторне сÿтет. Владимир Сурков ял хуҫалӑхӗнче 1997 ҫултанпа ӗҫлет: хӗлле тракторпа, ҫулла — выльӑх апачӗ хатĕрлекен, тырӑ вырмалли комбайнсемпе. Механизаторӑн опыт сахал мар, вӑл тырпула ҫухатмасӑр мӗнле пухса кӗртмеллине, ялхуҫалӑх техникин йӗркесӗрлӗхне мӗнле пӗтермеллине пӗлет.

Демьян Юринпа Александр Егоров механизаторсем хӑйсене лайӑх енчен кăтартнă. Хӗллехи техника юсавне вӗсем питӗ пысӑк ӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Палӑртнӑ вӑхӑтра "Урожай" ООО механизаторӗсем палӑртнӑ задачӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлӗҫ — техникӑна ҫураки ӗҫӗсене хатӗрлӗҫ.

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина Фомина.

 

Иван Григорьевич Иванов, Владимир Геннадиевич Сурков, Андрей Валентинович Григорьев, Демьян Евгениевич Юрин, Александр Викторович Егоров.

Техника юсаççĕ
Техника юсаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: