Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Мартӑн , 12:04

Пишпÿлек районĕнче техника тĕрĕслевĕсем пуçланнă

Техникӑна чи малтан "Марс" ОООра тĕрĕсленĕ.

Пишпÿлек районĕнче техника тĕрĕслевĕсем пуçланнă
Пишпÿлек районĕнче техника тĕрĕслевĕсем пуçланнă

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, техника тӗрӗслевне ирттермелли ҫирӗплетнӗ графикпа килӗшӳллӗн, Пишпÿлек районӗнчи агропромышленноҫ комплексӗн хуҫалӑхӗсенче техника тӗрӗслевӗ пуҫланнӑ. Техникӑна чи малтан "Марс" ОООра тĕрĕсленĕ. Палӑртнӑ 17 единицӑран техника тӗрӗслевне 15 единица иртнӗ. Техника тӗлӗшӗнчен мӗнле пулнине, управление, огнетушительсене, пӗрремӗш пулӑшу аптекисене татса паракан категориллӗ механизаторсен тракторист-машинист удостоверенийӗсене тӗрӗсленӗ, интереслӗ ыйтусемпе калаҫусем тата консультаци ирттернӗ. Уйӑх хушшинче районта техникӑн 360 единицине пӑхса тухма тивет. Техника лару-тӑрӑвне диагностика приборӗсем пулӑшнипе тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, номерлӗ агрегатсем регистраци даннӑйӗсем мӗнле пулнине, тракторист-машинист удостоверенийӗсем пуррине тӗрӗслеҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

Пишпÿлек районĕнче техника тĕрĕслевĕсем пуçланнă
Пишпÿлек районĕнче техника тĕрĕслевĕсем пуçланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: