Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Мартӑн , 11:06

Пушкӑрт аграрийӗсене ҫуракине ирттерме 5,8 миллиард тенкӗлĕх ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем ырланӑ

2024 ҫул пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Ял хуçалăх министерстви Пушкӑрт аграрийӗсене пӗтӗмӗшле 5,8 миллиард тенкӗпе ҫӑмӑллӑхлӑ кӗске вӑхӑтлӑх кредитсем илме 130 ытла заявка ырланӑ.

Пушкӑрт аграрийӗсене ҫуракине ирттерме 5,8 миллиард тенкӗлĕх  ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем ырланӑ
Пушкӑрт аграрийӗсене ҫуракине ирттерме 5,8 миллиард тенкӗлĕх ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем ырланӑ

2024 ҫул пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Ял хуçалăх министерстви Пушкӑрт аграрийӗсене пӗтӗмӗшле 5,8 миллиард тенкӗпе ҫӑмӑллӑхлӑ кӗске вӑхӑтлӑх кредитсем илме 130 ытла заявка ырланӑ. Республика ҫӑмӑллӑхлӑ кӗске вӑхӑтлӑх кредитовани механизмне пурнӑҫлама федераци бюджетӗнчен 486,3 млн тенкӗ субсиди илнӗ, пӗлтернӗ ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службинче.

2024 çулхи ака кампанийӗ валли пӗтӗмӗшле тӑкаксене —Пушкӑртра 24 миллиард тенкӗпе хаклаҫҫӗ — пӗлтӗрхи кӑтартуран 7,5 процент ытларах. Кирлӗ кредит укҫи-тенкин калӑпӑшӗ 12 миллиард тенкӗпе танлашать.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

 

https://www.bashinform.ru/news/economy/2024-03-12/agrariyam-bashkirii-odobrili-5-8-mlrd-rubley-lgotnyh-kreditov-na-posevnuyu-3678526

 

 

 

Пушкӑрт аграрийӗсене ҫуракине ирттерме 5,8 миллиард тенкӗлĕх  ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем ырланӑ
Пушкӑрт аграрийӗсене ҫуракине ирттерме 5,8 миллиард тенкӗлĕх ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем ырланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: