Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Мартӑн , 11:41

"Урожай" ООО ферминче ӗҫсем штат йӗркипе пыраҫҫӗ

Пурте тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫлеҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗхсен пысӑк тухӑҫлӑхӗ тӗрӗс тытнинчен тата тулли апат-ҫимӗҫрен килет-ҫке-ха.

"Урожай" ООО ферминче ӗҫсем штат йӗркипе пыраҫҫӗ
"Урожай" ООО ферминче ӗҫсем штат йӗркипе пыраҫҫӗ

Выльӑх-чӗрлӗхе витере усрамалли хӗллехи тапхӑр вӗҫленсе пырать. "Урожай" ООО ферминче ӗҫсем штат йӗркипе пыраҫҫӗ: выльӑх-чӗрлӗх йышне лайӑх условисенче усраҫҫӗ, выльăх апачĕпе çителĕклĕ тивӗҫтереҫҫӗ.

Выльӑх пӑхакансен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар, вӑл вӑй-халпа чӑтӑмлӑх ыйтать. Кашниех хӑй вырӑнӗнче хушнӑ ӗҫе яваплӑ пурнӑҫлать. Николай Петров, Андрей Вариков, Василий Петров, Александр Андреев скотниксем выльӑх-чӗрлӗхе пӑхаççĕ тата вӗсене тӑрантараҫҫӗ. Пӑру витинче Маринапа Александр Крутяевсем, Александр Андреев пăру пăхакансем ӗҫлеҫҫӗ. Фермӑра механизаторсемсӗр те ӗҫ тухмасть. Сергей Мелихов тракторист лавшӑн тата апат валеҫнӗшӗн явап тытать.

Пурте тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫлеҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗхсен пысӑк тухӑҫлӑхӗ тӗрӗс тытнинчен тата тулли апат-ҫимӗҫрен килет-ҫке-ха.

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина Фомина.

 

Сăнÿкерчĕк çинче: Сергей Иванович Мелихов механизатор, Василий Николаевич Петров, Александр Сайфутдинович Андреев скотниксем.

"Урожай" ООО ферминче ӗҫсем штат йӗркипе пыраҫҫӗ
"Урожай" ООО ферминче ӗҫсем штат йӗркипе пыраҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: