Киров ячӗллӗ СПК правленийӗн отчетлӑ пухӑвӗ пулса иртнӗ, унта кӑҫал ӗҫ дисциплинине тĕпрен лайӑхлатса, пысӑк кӑтартусем тума йышӑннă.
Паян Киров ячӗллӗ СПК — суйлав правленийӗпе ӗҫ коллективӗ колхоз тытӑмне тата шанчӑклӑн хутшӑнассине упраса хӑварнӑ районти пӗртен-пӗр пысӑк та вӑйлӑ ял хуҫалӑх предприятийӗ — ялхуҫалӑх производствинче ҫулсерен япӑх мар ҫитӗнӳсем тума хӑнӑхнӑ. Ситекпуçĕнче пурӑнакансем, ҫӗр ҫинче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекен коллектив ӗҫне хӑнӑхнӑскерсем, пӗлтӗрхи ӗҫ итогӗсене пӗрле ирттереҫҫӗ, ҫитес малашлӑха ҫӗнӗ тӗллевсем лартаҫҫӗ.
Районти ҫак малта пыракан хуҫалӑха ертсе пыракан Александр Тихонов пуху повесткипе паллаштарнă та хӑйӗн сӑмахне пӗлтӗрхи итогсенчен пуҫланӑ.
— 2023 ҫула эпир лайӑх кӑтартусемпе вӗҫлерӗмӗр. СПКра сезон ӗҫченӗсемпе 44 ҫын шутланать. Тӗп шӑнăр 35 механизаторпа выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсенчен тӑрать. Иртнĕ тапхӑрта механизаторсем хастар ӗҫленӗ. Вӗсем пулас ака ӗҫӗсем валли техникӑпа прицеп механизмӗсене хатӗрленĕ, юсанă. Пирӗн агрономи служби вӑрлӑх мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ акма хатӗрленĕ тата имçамланă. Кунта механизаторсемпе сеяльщиксене мухтас пулать. Типӗ ҫанталӑкра та япӑх курӑклӑ сезонра та 350 тонна лайӑх утӑ илме пултарнă, 455 тонна сенаж хатӗрленĕ, 1500 тонна силос хунă. Кунӗн-ҫӗрӗн тырӑ вырнӑ ҫӗрте кооперативӑн тӑватӑ комбайнӗ ӗҫлет. Пӗтӗм культурӑн вӑтам тухӑҫлӑхӗ гектартан 17,5 центнер пулнă. Ҫитӗнтернӗ тырра пӗтӗмпех сортласа складсене хунӑ. Типӗ ҫанталӑкра та 370 гектарта начар мар хӗвелҫаврӑнӑш ӳстерме пултарнă, унӑн вӑтам тухӑҫлӑхӗ гектартан 12 центнер пулнă.
Докладчик хуҫалӑхра 621 пуҫ мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх пуррине палӑртнă, вӗсенчен 290 пуç сăвăнакан ӗне. Сӗт ҫине курӑк начар пулни витĕм кÿнĕ. 2022 ҫулхипе танлаштарсан, 300 центнер сӗт сахалрах сунă. Анчах дояркӑсем Альбина Алексеевна Кошкина лаборант ертсе пынипе шанӑҫа ҫухатмаҫҫӗ: вӗсем хӗллехи тапхӑрта ҫуллахи тапхӑра хăваласа çитеççĕ. 2024 ҫулхи икӗ уйӑх хушшинче пӗлтӗрхи кӑтартусенчен чылай пысӑкрах сӗт суса илнĕ. Пӗлтӗр Пелепейри сĕт заводне 6180 пин центнер сортлă сӗт янӑ. Ӑна пурнӑҫланӑшӑн тÿленĕ укçа кооператив ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи тӳлеме 18 миллион тенкӗ кайнӑ. Ҫавӑн пекех пăру йышăнмалли отделение те лайӑх енчен палӑртнă, ăна МТФра пӑру пӑхакан Елена Семенова нумай ҫул ертсе пырать. Вӑл тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине пула пӑрусем сывлӑхлӑ та самӑр пулаҫҫӗ. Пӑрусен йышне ҫулсерен ҫӗр процентпа упраса хӑвараççĕ.
СПК ӗҫченӗсен вӑтам ӗҫ укҫи паянхи кун 28166 тенкӗ шутланать. Хуҫалӑх патшалӑхран 6 миллион тенкӗ чухлӗ субсиди илнӗ. Ҫавӑн пек пулӑшу паян ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене пулӑшать.
Тӗп агроном Олег Рузаков ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе улшӑнусем кӗртни çинчен каласа панă. Ҫураки валли складсенче суйласа илнĕ, тасатнă тырӑ хунă. СПК ҫумне 3647 гектар ҫӗр ҫирӗплетнӗ. Ку лаптӑка пӗтӗмпех акса, ҫемҫетсе пӗтермелле. Пушӑ анасем пулмалла мар. 2024 ҫулхи кӗрхи савӑл 200 гектар чухлӗ ӳснӗ, вӑл 750 гектарпа танлашать. Кӗрхи культура уйӗсем юр айӗнче начар мар хӗл каҫнӑ, кӗркунне тӗлне лайӑх тырпул илме сӑмах параҫҫӗ. Хуҫалӑх 151 гектар лаптӑкра сенкер йӗтӗн туса кӑларассине йӗркелесе ӗҫе кӗртнӗ. 2024 ҫулхи вырмалли лаптӑк 2983 гектар шутланать. Хуҫалӑхӑн тӗп инженерӗ Дмитрий Иванов ӑшӑ мастерскойсенче юсав ӗҫӗсем мӗнле пыни ҫинчен каласа панă. Механизаторсем Т-150 тата икӗ МТЗ-82.1 тракторсене тӗпрен юсанӑ. Техникӑна йӗркеллӗ тытса пыраҫҫӗ. Районти ялхуҫалӑх управленийӗн ертӳҫин тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан тӗп зоотехник Шайнур Лукманов хуҫалӑх членӗсем умӗнче тухса каланă, районпа республика ырлӑхӗшӗн ӗҫчен коллектива тата СПК ертӳлӗхне ырми-канми ӗҫленӗшӗн тав тунă. Вӑл районти ял хуҫалӑх отраслӗнчи кулленхи ӗҫсем ҫинчен, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре выльӑх-чӗрлӗх йышӗ пӗлтӗрхи шайра упранни ҫинчен каласа панă. Хуҫалӑх валли сӗтпе какай субсидийӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Сӗт кӑтартӑвӗсемпе пахалӑхне ӳстернӗшӗн СПК выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене мухтанă, пурне те ӑнӑҫлӑ ӗҫ суннă. Александр Тихонов тухса каланисене пурне те тӗп тунă, кӑҫалхи задачӑсемпе паллаштарнă. Киров ячӗллӗ СПК членӗсен отчетлӑ пухӑвӗ Постановлени йышӑннипе тата ӗҫ коллективӗн работникӗсене укҫа-тенкӗ премийӗсемпе наградӑланипе вӗҫленнӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.