Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
21 Мартӑн , 10:36

Путин Раҫҫейри ял пӗлтерӗшне манмасса чӗнет

#владимирпутин

Путин Раҫҫейри ял пӗлтерӗшне манмасса чӗнет
Путин Раҫҫейри ял пӗлтерӗшне манмасса чӗнет


#владимирпутин
Раҫҫей ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен тӗлӗнмелле ҫитӗнӗвӗсемпе мăнаçланать.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейшӗн ял тата унта ӗҫлекен ҫынсем мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине манма юрамасть, ҫӗршыв вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанать, вӗсем тĕлĕнмелле, тенӗ.
"Ялта ӗҫлекен ҫынсем пирӗншӗн мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине пирӗн нихҫан та манмалла мар. Ялхуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанатпӑр эпир, вӗсем тĕлĕнмелле. Эпӗ халӗ цифрӑсене каласа тухмастӑп, анчах нумаях та пулмасть-ха, икӗ теçетке ҫул каялла, кун ҫинчен шухӑшламан та темелле, ялхуҫалӑх продукчӗсен экспорчӗ хӗҫпӑшал экспортӗнчен кӗске вӑхӑтра иртсе каясса шухӑшламан та", - тенӗ Путин шаннӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ май.
Тӗлпулу Кремльти Пысӑк керменте иртнӗ. Унта пурӗ 400 ҫынна яхӑн чӗннӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73687/photos/75485

Материалсем тӑрӑх https://ria.ru/20240320/selo-1934520314.html

 

Путин Раҫҫейри ял пӗлтерӗшне манмасса чӗнет
Путин Раҫҫейри ял пӗлтерӗшне манмасса чӗнет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: