Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
21 Мартӑн , 10:20

Ылтӑн алӑллӑ ăста

Валерий Матвеева хӑй аллипе тунӑ мини-тракторсем хуҫалӑхра нихҫан та улталамаҫҫӗ.

Ылтӑн алӑллӑ ăста
Ылтӑн алӑллӑ ăста

Валерий Матвеева хӑй аллипе тунӑ мини-тракторсем хуҫалӑхра нихҫан та улталамаҫҫӗ.
Михайловка ял советĕнчи Игнашкинора хӑйсен Кулибин пур. Валерий Матвеевӑн ӑста аллисене кирек мӗнле метал та пӗр сӑмахсӑрах пӑхӑнать. Кунсӑр пуҫне, хуҫалӑхра кирлӗ икӗ мини-трактора алă айĕнчи хатӗрсенчен пуҫтарнӑ.
Валерий Матвеев Игнашкино ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкула Приютовора пӗтернӗ. Ҫарти службӑна икӗ ҫул тăршшĕ Марий Эл Республикӑри Йошкар-Ола хулинче сапер, минер, понтонер специализаци енӗпе инженерсен ҫарӗнче ирттернӗ. Малашнехи пурнӑҫа тӑван ялпа ҫыхӑнтарнă. Валерий Сергеевич сварщик профессилĕ, шӑратса сыпас ӗҫре металтан тунӑ пайсене кӑткӑс конструкцисенче ӑста ҫыхӑнтарма пӗлекен специалист вара яланах кирлӗ. Унӑн хоббийӗ мини-тракторсене конструкцилесси тата пухасси. Вӗсем заводра тунисенчен кая мар. Анчах чи кирли - бюджетлă тракторсем, мӗншӗн тесен укҫа-тенкӗ двигательсем туянма ҫеҫ тӑкакланать, ыттисем пурте ҫӑмӑл автомобильсен запас пайӗсенчен тата металлоломран пухӑнаҫҫӗ.
— Ҫак тракторсене эпир аттепе Сергей Анатольевичпа пӗрле турӑмӑр, пухрӑмӑр. Пуҫра мӗн пур пӗчӗк винтикĕ таранах проектсем турăмăр, шухӑшларăмăр. Пӗтӗм техника хамăр аллăпа тунӑ. Атте Развилкăра токарь пулса ӗҫлетчĕ. Таврара ӑна пурте лайӑх пӗлетчĕç. Вӑл нихҫан та никама та пулӑшмасăр юлман, - каласа парать Валерий Сергеевич. — Шел те, ҫур ҫул каялла вӑл çут тĕнчерен уйрăлчĕ.
Валерий Сергеевич вӗсем ашшӗпе "ĕç лашисем" тунине ӑшшӑн аса илет. Малтан материалсемпе тумалли япалисене, шухӑша пурнӑҫлама хатӗрсем шыранӑ. Вӗсене хӑйсене кирлĕ пек майлаштарнă: каснă, хӑйранă, çыпăçтарнă. Юрать-ха, гаражра кирлӗ япаласем (станоксемпе инструментсем) пур. Унтан пухма вӑхӑт ҫитнĕ.
— Пурне те чунтан, юратса тунӑ, — тет малалла самоделкин. — Пӗрремӗш трактора виҫӗ эрне хушшинче пухрӑмӑр. Иккӗмӗшне уйӑх хушшинче. Хуҫалӑхра хамӑр шухӑшласа кӑларнӑ япаласемпе усӑ куратпӑр: пахча сухалатпӑр, культиваци тӑватпӑр, сӳрелетпӗр, утӑ ҫулатпӑр, юр тасататпӑр, турттаратпӑр. Пӗр сӑмахпа каласан, ал ӗҫне ҫулталӑкӗпех ҫӑмӑллататпӑр.
Нумай функциллӗ тата компактлӑ техника кулленхи пурнӑҫра нумай пулӑшать. Мини-тракторсем Валеришӗн чи лайӑх помощниксем пулса тӑнӑ. Вӗсем патне ăста çакмалли тата кӑкармалли хатӗрсем хатӗрленӗ.
— Ку тракторпа утӑ ҫулатпӑр та турттаратпӑр, унтах урапа ҫакланать. Мини-тракторта пурте кирлӗ пек ӗҫлет: фарӑсем те, сигнал та, запас кустӑрма та пур, - хӑйӗн изобретенийӗпе паллаштарать ӑста.
Валерий техника пултарулӑхне Светлана мӑшӑрӗпе Елизавета хӗрӗ ырлаççĕ. Мастер хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе чарӑнса тӑма шутламасть.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Фомина.

 

 

Ылтӑн алӑллӑ ăста
Ылтӑн алӑллӑ ăста
Ылтӑн алӑллӑ ăста
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: