Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
28 Мартӑн , 10:51

Яваплӑ вӑхӑт ҫитет

Ҫак ҫурхи кунсенче Хушăлкари машинӑпа трактор паркӗнче хӗрӳ ĕç пырать.

Яваплӑ вӑхӑт ҫитет
Яваплӑ вӑхӑт ҫитет


"Переработка" ООО хресченсен (фермер) хуҫалӑхӗн балансӗнче икӗ теҫетке трактор, самоходнӑй машинӑсем тата прицепсем шутланаççĕ. Ҫак ҫурхи кунсенче Хушăлкари машинӑпа трактор паркӗнче хӗрӳ ĕç пырать. КФХ механизаторӗсем ҫирӗплетнӗ техникӑна хатӗрлеҫҫӗ, юсав ӗҫӗсене вӗҫлеҫҫӗ, ҫитес вӑхӑтра пулас ҫурхи уй-хирпе ака ӗҫӗсем умӗн ҫулленех техникӑна пӑхса тухассине йӗркелеме ӑс ҫитереҫҫӗ.
— Хушăлка механизаторĕсем ҫулталӑкӗпех тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлени ҫинчен тӳрех калас килет. Хӗллехи тапхӑрта вӗсем ял совет администрацийӗпе калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх Хушăлка ял совечӗн пур ялĕсемпе поселокӗсенче ҫулсемпе иртен-ҫӳрен пайсене тасатма пулӑшнӑ. Халӗ вӗсемшӗн каллех питӗ яваплӑ вӑхӑт — техникăна техосмотр ирттерме хатӗрлесси.
-Хальхи вӑхӑтра хăватлă К-701 трактор двигателӗн юсав ӗҫӗсене опытлӑ механизаторсем, тӗрлӗ маркӑллӑ тракторсемпе вунӑ ҫул ытла ӗҫленĕскерсем илсе пыраççĕ, - двигатель клапанӗсене йӗркелекен трактористсем пирки калать ҫамрӑк ертӳҫĕ Валентин Судеев. — Ку Дмитрий Тимофеев, хӑй ҫумне ҫирӗплетнӗ техникӑна тӗплӗ хатӗрленĕ хыççăн юлташне пулӑшма шут тытнӑскер, тата Рамазан Каримов, вӑл К-701 трактор юсавлӑ пулнӑшӑн тата техника тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ пулнӑшӑн явап тытать. Ҫавӑн пекех Т-150 тракторӑн двигательне икӗ тракторист юсаҫҫӗ. Владимир Семенов тата Николай Данилов ăна пулӑшать. КФХ механизаторӗсем хӑйсен тракторӗсене вӑхӑтлă хатӗрлессе тата ҫурхи уй-хир ӗҫӗсен пӗтӗмӗшле циклне туса ирттерессине ҫӗр процентлӑ шанатӑп. Ҫуракине кӗске вӑхӑтра ирттерӗҫ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

Яваплӑ вӑхӑт ҫитет
Яваплӑ вӑхӑт ҫитет
Яваплӑ вӑхӑт ҫитет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: