Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
3 Апрелӗн , 10:06

Техникӑна уй-хире тухма хатӗрлеççĕ

Пишпÿлекри Калинин ячӗллӗ АП ООО машинӑпа трактор паркӗнче ĕçлĕ кӑмӑл-туйӑм хуçаланать.

Техникӑна уй-хире тухма хатӗрлеççĕ
Техникӑна уй-хире тухма хатӗрлеççĕ

Пишпÿлекри Калинин ячӗллӗ АП ООО машинӑпа трактор паркӗнче ĕçлĕ кӑмӑл-туйӑм хуçаланать.

Калинин ячӗллӗ АП ООО акмалли лаптӑксем, кӗрхи тата ҫурхи, ҫавӑн пекех техника культурисемпе, Пишпÿлек районӗн территорийӗнче вунӑ пин гектара яхӑн йышӑнать. Ку вӑл агротехника службиллĕ лайӑх никӗслĕ, хальхи вăйлă техникăллă, элита вăрлăхсемпе удобренисемлĕ, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх предприятийӗсен опытлӑ механизаторӗсен кадрӗсемлĕ лайӑх комплектланӑ чи пысӑк ялхуçалăхсенчен пӗри. Пишпÿлек РТП территорийӗнче вырнаҫнӑ мобильлĕ механизациленĕ агропредприятин 34-мĕш бригадинче паян ют çĕршыври 15 тата хамăр çĕршыври тӑватӑ комбайн, тӗрлӗ маркӑллӑ 40 единица трактор, ҫавӑн пекех импорт машинисем, ҫӗр чавакан техникӑллӑ комплекссем нумай.

— Механизаторсен коллективӗнче куллен ĕçлĕ кӑмӑл хуҫаланать, — тет хуҫалӑх инженерӗ Александр Евдокимов. — Пурте пулас çурхи уй-хир ӗҫне ҫирӗплетнӗ техникӑна хатӗрлеҫҫӗ. Анчах эпир тырӑ вырмалли комбайнсем ҫинчен те манмастпӑр. Çак кунсенче "Кейс-500" юсавран тухать. Т-150 К тата "Клаас" хăватлă тракторсене тӗпрен юсаҫҫӗ. Вӗсен фильтрĕсене улӑштартăмăр, нӳрӗ хупма прицеплӑ оборудованисемпе механизмсем хатӗрлетпĕр. Ӑшӑ бокссенче КАМАЗ автомобиле тата К-744-Р4 пысăк энергиллĕ тепӗр трактора юсаҫҫӗ. МТЗ-82.1 тракторӑн тулли техухочĕ вӗҫленет. Пур ӗҫ те йӗркеллӗ пырать. Ҫапла вара, ҫурхи уй-хир ӗҫне механизаторсен туслӑ коллективӗ пӗр чарӑнса тӑмасӑр тухӗ, кӗске вӑхӑтра ака ӗҫӗсен пӗтӗм планне туллин туса ирттерӗ.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

Сăнÿкерчӗк ҫинче: Михаил Рожков, Урал Габдрахманов, Венер Заляев, Вячеслав Саватнеев, Василий Степанов, Геннадий Евдокимов, Александр Евдокимов, Олег Максимов, Никита Петров, Александр Звягин тата Алик Нуриев.

Техникӑна уй-хире тухма хатӗрлеççĕ
Техникӑна уй-хире тухма хатӗрлеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: