Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
2 Майӑн , 12:44

Пушкӑртри 52 районти хуҫалӑхсенче 250 пин гектар ҫурхи культурăсем акнӑ

Республикӑра 2024 ҫулхи ҫурхи культура аки хастар пырать.

Пушкӑртри 52 районти хуҫалӑхсенче 250 пин гектар ҫурхи культурăсем акнӑ
Пушкӑртри 52 районти хуҫалӑхсенче 250 пин гектар ҫурхи культурăсем акнӑ

Республикӑра 2024 ҫулхи ҫурхи культура аки хастар пырать. 52 районти аграрисем 250 пин гектар акнӑ, ҫакӑ пӗтӗмӗшле калӑпӑшран 12 процентпа танлашать.
Чи хастар çуракине Илиш районӗнчи ҫӗр ӗҫченӗсем ирттереҫҫӗ, унта ӗҫсене 27 процент лаптӑк ҫинче пурнӑҫланӑ. Ҫак позицисене Аургазăпа Стерлитамак районӗсем (26%), ҫавӑн пекех Чишмапа Дюртюли районӗсем (23%) йышӑнаҫҫӗ.

Дюртюли районне ялхуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов яланхи йӑлапа пырса кайнӑ. Вӑл вырӑнти хуҫалӑхсенче ака кампанийӗ мӗнле пынипе паллашнă.
Ҫав кунах Ильшат Фазрахманов Чекмагуш районне ҫитсе курнӑ. Вӑл унта ҫурхи тулӑ, чечевица, кукурус тата сахӑр кӑшманӗ акакан районти хуҫалӑхсенче пулнӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-05-01/v-bashkirii-hozyaystva-52-rayonov-zaseyali-250-tysyach-gektarov-yarovyh-kultur-3749281

 

 

Пушкӑртри 52 районти хуҫалӑхсенче 250 пин гектар ҫурхи культурăсем акнӑ
Пушкӑртри 52 районти хуҫалӑхсенче 250 пин гектар ҫурхи культурăсем акнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: