Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Ял хуçалăхĕ
20 Майӑн 2024, 17:46

Киров ячӗллӗ СПКра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленессипе ҫывӑх

Районти мӗнпур аграрисем пекех Киров ячӗллӗ СПК ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен туслӑ коллективӗ ҫулран ҫул лайӑх та йӗркеллӗ ӗҫлет.

Киров ячӗллӗ СПКра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленессипе ҫывӑх
Киров ячӗллӗ СПКра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленессипе ҫывӑх

Ҫуркуннен вӑтӑр градуслӑ ӑшӑ ҫанталӑкӗпе апрель уйӑхӗнче тӗлӗнмелле хӑтланни, унтан сивӗтни, юрпа ҫумӑр çуни, ҫӗр ҫинче шӑнтни, тăм ÿкни район аграрийӗсемшӗн пысӑк чӑрмав пулса тӑма пултарайман. Районта ака ӗҫӗн кунсерен хӑйӗн малалли тата позитивлӑ улшӑнӑвӗ пур. Районти ял хуҫалӑх управленийӗн аналитика финанс пайӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, ҫурхи пăрçапа тырӑ, техника тата выльӑх апачӗн культурисене 19563 гектар лаптӑкне акнӑ, ҫакӑ 32 процентпа танлашать.
Районти мӗнпур аграрисем пекех Киров ячӗллӗ СПК ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен туслӑ коллективӗ ҫулран ҫул лайӑх та йӗркеллӗ ӗҫлет.
— Хальхи вӑхӑтра уй-хирсенче урпапа хамăр çĕршыври "Енисей" сорт хӗвелҫаврӑнӑш техника культурине акаҫҫӗ, - тет хуҫалӑх ертӳҫи Александр Тихонов. — Уй-хирте 100 гектар лаптӑкӗнче, МТЗ-82.2 "Беларусь" трактор тӗрӗс акмалли сеялкӑсемпе пӗрле, юнашар уйра 98 гектар лаптӑкӗнче те ӗҫлеме тытӑннӑ. Кунта хуҫалӑхӑн опытлӑ механизаторӗ Егор Ефремов тата Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗн студент-практиканчӗ Кăрканти Тимур Хафизов хастар ӗҫлеҫҫӗ. Егор Дмитриевич хальхи вӑхӑтра вунҫиччӗри Тимур вӗрентӳҫи пулса тӑрать, кӑткӑс лару-тӑру сиксе тухсан ӑна яланах пулӑшать. Ҫамрӑк практикант ячӗпе ырӑ сӑмах каласшӑн. Вӑл пирӗн хуҫалӑхра производство практики иртет. Каччӑ хӑйне шанса панӑ техникӑпа йӗркеллӗ те кӑмӑллӑ ӗҫлет. Пире тата пилӗк Тимур парсан, кадрсемпе пачах йывӑрлӑх пулман пулӗччӗ! Кунти уйрах минераллӑ удобренисемпе апатлантарассине опытлӑ механизатор Виталий Викторович Степанов MORRIS-7240 ирттерет. Тепӗр 93 гектар лаптӑклă уйра пирӗн механизаторсем урпа акаҫҫӗ. Хăватлă Т-150К тракторпа AGRATOR DISK 9000 ака комплексӗпе ҫыхӑннӑ хуҫалӑх механизаторӗ Геннадий Тихонов лайăх хӑвӑртлӑхпа урпа акать. Ӑна Пелепейри механизаци тата электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалĕн иккӗмӗш курсра вӗренекен Çирĕклĕри Артем Григорьев пулӑшать. Артем ҫинчен те Тимур ҫинчен каланӑ пекех калама пултаратӑп. Маттур, ачасем! Вӑрлӑхпа удобренисене ака агрегачӗсем патне КАМАЗ автомобильсен водителӗсем Сергей Тихоновпа Андрей Алексеев илсе пыраҫҫӗ. Тепӗр эрнерен пирӗн ака ӗҫӗсене пӗтӗмӗшпе вӗҫлемелле тесе шутлатӑп. Халлӗхе пирӗн хуратулпа силос валли кукуруза акмалли ҫеҫ юлчӗ. Туслӑ коллективпа ку ӗҫе эпир хӑвӑрт тӑвӑпӑр, мӗншӗн тесен яваплӑ ҫынсем пурте лайӑх, ырӑ кӑмӑлпа, вӑхӑтпа шутлашмасăр ӗҫлеҫҫӗ. Столовӑй пурне те виҫӗ хут вӗри апатпа тивӗҫтерет. Кировсем сабантуйччен лайӑх результатсем çĕнсе илĕç!
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир Смолов.

 

Киров ячӗллӗ СПКра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленессипе ҫывӑх
Киров ячӗллӗ СПКра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленессипе ҫывӑх
Киров ячӗллӗ СПКра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленессипе ҫывӑх
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: