+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑртра выльӑх апачӗ хатӗрлес кампани пуҫланнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, регион аграрийӗсен пĕр пуç шутне 26 центнертан кая мар типĕ те сӗтеклӗ апат хатӗрлемелле, - пӗлтернӗ ПР Ял хуçалăх министерствинче.
Кӑҫал выльӑх апачӗн культура лаптӑкӗсем 590 пин гектара яхӑн утӑ тата силос валли люцерна, вика, клевер, козлятник, симӗс кукуруза ҫитӗнтереҫҫӗ.
Ака кампанийӗ пирки калас пулсан, вӑл вӗҫленет. Ҫав шутра выльӑх апачӗн культурисене 160 пин ытла акнӑ, пурӗ 175 пин гектар акаҫҫӗ.