Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
5 Июнӗн , 10:32

Путин ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене вӑхӑтра пулӑшу памалли мерӑсене йышӑнма хушнă

#владимирпутин

Путин ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене вӑхӑтра пулӑшу памалли мерӑсене йышӑнма хушнă
Путин ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене вӑхӑтра пулӑшу памалли мерӑсене йышӑнма хушнă

#владимирпутин

Владимир Путин правительство членӗсемпе канашлура Ял хуçалăх министерство пуҫлӑхне Оксана Лута ял хуҫалӑх продукцийӗн хамăр çĕршыври производителӗсене, тӑм ӳкнипе шар курнӑскерсене, пулӑшу памалли мерӑсене вӑраха ямасса хушнă.

"Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене пулӑшас тата импортпа тивӗҫлӗ тавар туянма кирлӗ мӗнпур мероприятие туса ирттерес енӗпе пур йышӑнусене те вӑхӑтра йышӑнасса шанатӑп. Шалти рынокра темӗнле хаксем сиксе ан тухчӑр тесе, нимӗн те вӑраха ан ярӑр", - тенӗ Президент.

Вӑл ҫӗршывӑн 21 регионӗнче шӑнтнине пула тырӑ тухӑҫӗн 1,2 проценчӗ пӗтнӗ тесе палӑртнӑ. Патшалӑх Пуҫлӑхӗ Ял хуҫалӑх министерствине ял хуҫалӑх производителӗсем валли лайӑх финанс условийӗсем туса пама правительствӑн экономика блокӗпе ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.

Иртнӗ эрнекун Дмитрий Патрушев вице-премьер май уйӑхӗнче Раҫҫей регионӗсенче тӑм ӳкни миллион гектар ытла ака-суха тăвасси патне илсе çитерни ҫинчен пӗлтернӗ, вӗсенчен 850 пине яхӑн тырӑ культурисене килет.

Патрушев палӑртнӑ тӑрӑх, инкек курнӑ регионсенче тырӑ акаҫҫӗ, влаҫсем кӑҫал 132 миллион тоннӑран кая мар, вӗсенчен 85 миллион тонна — тулӑ пуçтарса илме палăртаççĕ.

 Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74219/photos/76621

 

https://ria.ru/20240604/putin-1950505424.html

материалĕсем тӑрӑх.

 

Путин ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене вӑхӑтра пулӑшу памалли мерӑсене йышӑнма хушнă
Путин ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене вӑхӑтра пулӑшу памалли мерӑсене йышӑнма хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: