Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Ял хуçалăхĕ
6 Июнӗн 2024, 12:21

Аграрисем хастар ӗҫленĕ

Комисси районти ҫурхи уй-хир ӗҫӗсенче тата выльӑх-чӗрлӗх усрас енӗпе чи лайӑх хуҫалӑхсене палӑртнӑ.

Аграрисем хастар ӗҫленĕ
Аграрисем хастар ӗҫленĕ

Комисси районти ҫурхи уй-хир ӗҫӗсенче тата выльӑх-чӗрлӗх усрас енӗпе чи лайӑх хуҫалӑхсене палӑртнӑ.
Районти чылай ҫӗр ӗҫченӗсем ҫураки ӗҫӗсен пӗтӗм комплексне вӗҫленĕ. Районти Акатуй-2024 умĕн, тахҫантанпах йӗркеленнӗ йăлапа, ял хуҫалӑх управленийӗн ӗҫ комиссийӗ тырӑ, техника, суха тата апат-ҫимӗҫ культури акнӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсен уй-хирӗсенче икӗ кун хушши пулнӑ. Ял хуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсем Пишпÿлек аграрийӗсен ӗҫ пахалӑхне малтанах туса хатӗрленӗ системӑпа хаклас ӗҫӗн, тӗпрен илсен, ял хуҫалӑх культура калчисем уй-хирсенче мӗнле шăтса тухнине шута илсе, чи лайӑх организацисене палӑртнӑ. Малти вырӑнсене палăртас ӗҫре тата выльӑх-чӗрлӗх усрас енӗпе тӑратнӑ баллсене те шута илнӗ.
Ӗҫ пĕтĕмлетĕвĕсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн чи лайӑх кӑтартусемпе Гран-прине Калинин ячĕллĕ ООО АПна панă, кунта калчасен результачӗсем кӗрхи тырӑсен те, ҫурхи тырӑсен те, ҫавӑн пекех пӗр ҫул ӳсекен курӑклӑ выльӑх апат культурисен те питӗ лайӑх шайра. Акнӑ чухне кунта кашни гектар пуҫне минераллӑ удобренисем ҫителӗклӗ хывнӑ. Пӗрремӗш вырӑна вара кӑҫал икӗ хуҫалӑх тивӗҫнӗ — ку Киров ячӗллӗ СПК, унта пур культура та тата "памяти Кунакбаева" сортлӑ кӗрхи ыраш калчасемпе уйӗсем - районти чи лайӑххисенчен пӗри. Р. М. Арсланов КФХ-ра та акана ҫӳллӗ шайра ирттернӗ. Ку вӑл тупӑшлӑ культура — "янтарная-красная" сортлӑ чечевица акнӑ хуҫалӑхсенчен пӗри. Тӗлӗнмелле, анчах факт: пӗр пек баллсем иккӗмӗш малти вырӑна тӳрех пилӗк хуҫалӑх пухнӑ. Ку - "Марс" ООО, "Родник" ООО тата Рим Ямалтдинов, Азат Минахметов тата Александр Милютин хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем. Кунта та культурӑсемпе хӗвелҫаврӑнӑш калчисем лайӑх. Тӑватӑ ял хуҫалӑх предприятийӗ виҫҫӗмӗш малти вырӑна уйӑрнӑ. Ку "Урожай" ООО, С.Юлаев ячӗллӗ СПК, КФХ А.П. Трофимов тата КФХ С.В. Антонов, район Акатуйӗнче ҫак хуҫалӑхсене пурне те дипломсемпе тата хаклӑ парнесемпе наградӑлӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, кӑҫалхи ҫуркунне ытти хуҫалӑхсем те лайӑх ӗҫленĕ: "Дема" ООО, "Олвас" ООО, "Нива" ООО тата Г.Г. Закеева КФХ, М.В. Турленко КФХ тата Р.С. Вахитов КФХ.
Тӗп тӗллеве — пулас тырра хывассине — пирӗн аграрисем тунӑ теме пулать. Халӗ кая юлса акмалли культурӑсене акса пӗтерессине, калчасене пӑхсассине тата "ешӗл вырмана" параллельлӗ хатӗрленессине тӗллемелле.
Владимир СМОЛОВ
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Аграрисем хастар ӗҫленĕ
Аграрисем хастар ӗҫленĕ
Аграрисем хастар ӗҫленĕ
Аграрисем хастар ӗҫленĕ
Аграрисем хастар ӗҫленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: