+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑртра выльӑх апачӗ хатӗрлекен кампани малалла пырать. ПР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, июлӗн 8-мӗшӗ тӗлне регион аграрийĕсем 440 пин тонна сенаж хатӗрленӗ, ку планпа пӑхса хăварнӑ калӑпӑшран 40 процента яхӑн.
Аургазă, Ермекей тата Давлекан районĕсенче сӗтеклӗ апат хатӗрлес тӗлӗшпе план кӑтартăвĕсене пурнӑҫланӑ ӗнтӗ.
Республикӑра утӑ ҫуласси те вăй илсе пырать. Регион хуҫалӑхӗсем 106 пин хытă апат хатӗрленӗ. Кунта Бурай, Шаран тата Абзелил районӗсен хуҫалӑхӗсем малта пыраҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗк: ПР Ял хуҫалӑх министерстви.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2024-07-08/v-bashkirii-zagotovili-40-senazha-ot-plana-3839887