Районти халӑх пурӑнакан вырӑнсемпе ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлесси хӑвӑртлӑх илсе пырать.
Тахҫантанпах ҫапла йӗркеленсе пынӑ: калчасене пăхассине тӗп калӑпӑшне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑнах ял хуҫалӑхсем «ешĕл вырма" — выльӑх апачӗ хатӗрлекен кампание пуҫлаҫҫӗ. Выльӑхсене тутӑ хӗл каҫма ҫирӗп никӗс хываҫҫӗ паян. Апат хатӗрлеме ҫанталӑк лайӑх условисем йӗркеленнӗ. Июль уйӑхӗнчи шӑрӑх кунсенче аграрисем выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме выльӑх апачӗ хатӗрлеме пӗтӗм тимлӗхӗпе производство хӑватне яраҫҫӗ.
Пур йышши хуҫалӑхсенче те ҫулталӑкӗпех мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн 3302 пуҫӗ пур. Лашасен йышӗ, шел пулин те, кемсе пырать. Вӗсем паян районти хуҫалӑхсенче 599 пуҫ шутланаççĕ. Вӗсем валли тутлӑ шӑршӑллӑ утӑ рулонĕсем кӗрсе выртаççĕ те траншейсене нумай ҫул ӳсекен курӑксен сӗтеклӗ, витаминлă — люцерна, клевер, донник, хӗвелтухӑҫ козлятник т.ыт. те — выртаҫҫӗ, нумай ҫул ӳсекен культурăсене 53 процент, пӗр ҫулхисене — 20 процент ҫулнӑ. Планпа кӑтартнӑ кӑтартусенчен 25 процент, сенаж — 16 процент. Районта сенаж хатӗрлес енӗпе ҫулсеренех Калинин ячĕллĕ АП ООО лидер пулса тӑрать. Консерваци технологийӗн процесне пӑхӑнса траншейӑсене сӗтеклӗ апатсене планӗнчен 68 процентне вырнаҫтарнӑ. Ҫак ӗҫе Пăслăкри хресчен (фермер) хуçалăхĕнче лайӑх йӗркеленӗ.
— Хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче мӑйракаллӑ шултра выльӑх ултҫӗр пуҫ яхӑн, лашасем ҫук пирӗн, — тет КФХ ертӳҫи Александр Николаевич Милютин. — Пирӗн механизаторсене выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме 1100 гектар ытла выльӑх апачӗ пуçтармалла. Утта ытларах чи малтан пӑрусем валли хатӗрлетпӗр. Ҫавӑнпа та хуҫалӑхра сӗтеклӗ выльӑх апачӗ ҫине тимлӗхпе пӑхаҫҫӗ — сенажпа силос траншейисене хурасси. Кӑҫал уй-хирте курӑк лайӑх. Сенаж хатӗрлесси тӑваттӑмӗш эрне пырать ӗнтӗ. Механизаторсен мобильлӗ те туслӑ бригади пысӑк ӗҫ калӑпӑшне пурнӑҫланă — Пăслăкри сӗт ферми территорийӗнче траншейӑна тултарнă, ҫирӗплетнĕ. "Беларус-892" МТЗ кустӑрмаллӑ трактора çакнă ЖВЗ-7 прицеплӑ вырмаллипе Валерий Григорьев çулать. Симĕс масса опытлӑ механизатор Владимир Исаев "Дон-680" комбайнпа тиесе пырать. Хиртен МТФна симӗс массӑна КАМАЗсен водителӗсем Алексей Поликарпов, Фаниль Янтурин тата Петр Трофимов турттараççĕ. Механизаторсемпе механизмсем ҫине нагрузка пысӑк. Люцерна уйӗнчен тулли тиенӗ КАМАЗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри, МТФ-ри сенаж шӑтӑкне васкаҫҫӗ. Вӗсене кунта кӗреҫе çакнӑ Т-150 тракторпа Александр Егоров механизатор кӗтсе тӑрать, хиртен илсе килнӗ симӗс массӑна пӗлсе трамбоват тăвать. Сенаж хатӗрлес ӗҫри пӗтӗм ӗҫ процесне Алексей Егоров механикпе Федор Власов бригадир тӗрӗслесе тӑраççĕ.
Александр Милютинăн хресчен(фермер) хуçалăхĕнче выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫ хӑвӑртлансах пырать, хуҫалӑхра ӗҫ татах та хӗрӳленсе пырĕ. Пăслăксен 901 гектар лаптӑкран сенажа нумай ҫул ӳсекен курӑка пуҫтармалла. Хальхи вӑхӑтра 138 гектар ҫулса пӑрахнӑ, 1800 тонна сенаж траншейӑсене хунӑ. Пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 72 гектар ҫинче ҫулнӑ, вĕсене пресс-подборщиксем ҫак кунсенче рулонсене пуçтарĕç.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.