Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
18 Июлӗн , 10:27

Ӗҫре шанчӑклӑ

Çирĕклĕри Геннадийпе Юрий Ильмурзин механизаторсене "Урожай" ООО ертÿçисем яланах мухтаççĕ.

Ӗҫре шанчӑклӑ
Ӗҫре шанчӑклӑ
Çирĕклĕри Геннадийпе Юрий Ильмурзин механизаторсене "Урожай" ООО ертÿçисем яланах мухтаççĕ.
"Самарская" ООО ял хуҫалӑх предприятине пӗтернӗ хыҫҫӑн унӑн ӗҫченӗсен, куллен ӗҫлеме хӑнӑхнӑскерсен, айккинче е кӳршӗри хуҫалӑхсенче ӗҫлеме тивнӗ. Пилӗк ҫул каялла тӗрлӗ маркӑллӑ тракторсемпе ĕçлеме хăнăхнă механизаторсем — ашшӗпе ывӑлӗ Геннадий тата Юрий Ильмурзинсем ĕçе Ситеке вырнаҫнă. Халӗ вӗсем Çирĕклĕрен Ситек ялне куллен ӗҫе ҫӳреҫҫӗ.
— Панулми улмуҫҫирен инҫех те мар ӳкет тесе халӑх каларӑшне Ильмурзин механизаторсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Геннадий Минулович ашшĕ 63 ҫул тултарнă, ывӑлӗ кӑҫал хӗрӗх ҫул тултарать. Ватӑ гвардие уйрӑммӑнах мухтама кирлӗ мар: вӑл совет вӑхӑтӗнчен пуҫласа тӳрӗ кӑмӑлпа, хастар ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Юрий Ильмурзин пек ҫамрӑк работниксем паян кирек мӗнле хуҫалӑхра та ылтӑнпа тан, - тет "Урожай" ООО ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Юрий Иванович Иванов. — Вӑл та, унӑн ашшӗ пекех, питӗ шанчӑклӑ, ӗҫре нихçан та кутăнлашмасть. Самоходнӑй машинӑсемпе вунӑ ҫул ӗҫлени опычĕ пур, вӑл вăй кăларса ĕçлеме ÿркенменскер, пысӑк нагрузкӑсем тума хӑнӑхнӑ. Эпир ăна хăватлă Т-150 К пысăк трактор шанса патӑмӑр, вӑл ҫак тракторпа ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех пирӗн хуҫалӑх хирӗсенче пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлет. Кăçалхи ҫула илер: кӗске вӑхӑтра хирсене культиваци те, нӳр хупасси те, сухаласси те, акасси те, уй-хире химобработка тӑвасси те туса ирттерчĕ.
Юрий Ильмурзин ахаль ҫемьере ӳснӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ӑна ачаранпах тӑван ҫӗр ҫинче вӑй-хал ӗҫне хӑнӑхтарнӑ, хушнӑ кирек мӗнле ӗҫшӗн те ӗҫченлӗхпе пысӑк яваплӑх туйӑмне хӑнӑхтарнӑ. Çирĕклĕре пурăнакан Геннадий Минулович вӑтӑр пилӗк ҫул каялла Йăлпăлакран Наталия Викторовнана качча илнӗ. Вӗсем хӗр тата икӗ ывӑл пӑхса ӳстернӗ, вĕсем хӑйсен ашшӗ-амӑшне пилӗк мӑнук парнеленӗ. Геннадипе Наталия Ильмурзинсен килте пысӑк хуҫалӑх. Наталия Викторовна тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вырӑнти шкулта повар пулса ӗҫленӗ. Паян вара шкул ҫуртӗнче хӑйпе пӗр шухӑшлӑ хӗрарӑмсен ушкӑнне хутшӑнакансемпе СВОна хутшăнакансем валли маскировка сеткисем явма хастар хутшӑнать.
— Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекенсене эпир ăс-тăн тӗлӗшӗнчен те, финанс тӗлӗшӗнчен те пулӑшма тӑрӑшатпӑр, ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлесе тӑратпӑр, — тет Юрий Иванович. — Юрий Геннадьевич пеккисене яланах ыттисене тӗслӗхе лартатпăр! 2022 ҫулта пирӗн механизатора район администрацийӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Ку вӑл тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн ӑна хавхалантарни пулӗ тесе шутлатӑп.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
 
Ӗҫре шанчӑклӑ
Ӗҫре шанчӑклӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: