Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
26 Июлӗн , 12:31

Пишпÿлек районĕнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнĕ

Семинарӑн тӗп тӗллевӗ тырпул пухса кӗртнӗ чухне чи пӗчӗк ҫухату тăвасси пулнă.

Пишпÿлек районĕнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнĕ
 
Семинарӑн тӗп тӗллевӗ тырпул пухса кӗртнӗ чухне чи пӗчӗк ҫухату тăвасси пулнă.
Пишпÿлек районӗнче йӑлана кӗнӗ семинар - тырпул пухса кӗртес ӗҫе хатӗрленмелли канашлу – Уй-хир кунӗ-2024 иртнĕ. Семинар ӗҫне район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, хуҫалӑх ертӳҫисем, ял хуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсем, Пушкӑрт Республикинчи районсен хушшинчи "Россельхозцентр" ФГБУ филиалĕн пайӗн пуҫлӑхӗ Флорит Исламов хутшӑннӑ.
Семинар ирттермелли вырӑна Антонов Сергей Виталович уйрӑм предприниматель уйне ӑнсӑртран суйламан. Ҫулленхи кӑтартусемпе вӑтам тухӑҫ унӑн лайӑх, хуҫалӑхра 600 гектар ытла сухаланӑ ҫӗр лаптӑкӗ пур.
Район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем умӗнче тухса каланӑ, ҫав хушӑрах районти агробизнес уйрӑмлӑхӗсене пӗлтернӗ.
Семинарӑн тӗп тӗллевӗ тырпул пухса кӗртнӗ чухне чи пӗчӗк ҫухату тăвасси пулнă.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем умӗнче вӗрентекен докладсемпе Пишпÿлек районӗнчи тӗп агроном Линар Самигуллин, Пишпÿлек районӗнчи тӗп инженер Александр Новиков, Пишпÿлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗн специалист-эксперчӗ Алсу Халилова, Пушкӑрт Республикинчи районсен хушшинчи "Россельхозцентр" филиал пайӗн пуҫлӑхӗ Флорит Исламов сӑмах тухса каланă.
Семинар вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек çивĕч темӑсем хускатнӑ: тырпул пухса кӗртнӗ тапхӑрта çункăç туянасси, тырӑ вырмалли тапхӑрта тырӑ вырмалли комбайнсем туянасси, тырӑ вырмалли комбайн мотовилисене йӗркелесси, вырнӑ уй-хирсене тирпейлесси, ӗҫ сыхлавĕпе хăрушсăрлахĕ, пушар хӑрушсӑрлӑхне пăхăнасси, хӑйне хӳтӗлемелли уйрӑм хатӗрсемпе усӑ курасси, склад ҫурчӗсене ҫӗнӗ тырпул валли хатӗрлесси.
Семинар хуҫалӑхӑн техникине пăхса тухнипе, авӑн ҫапса пăхассипе вӗҫленнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
Пишпÿлек районĕнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнĕ
Пишпÿлек районĕнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: