Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
8 Августӑн , 13:25

Тӑван ял ырлӑхӗшӗн яваплӑ

Тулубай аталанӑвӗнче вырăнти хуҫалӑх пуҫлӑхӗн Рафиль Арслановӑн чылай енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем пур.

Тӑван ял ырлӑхӗшӗн яваплӑ
Тӑван ял ырлӑхӗшӗн яваплӑ
"Республика питӗ лайӑх хăвăртлăхпа аталаннине эпӗ ҫирӗп пӗлетӗп. Эпир пурте питӗ туслӑ пурӑнатпӑр, пӗр-пӗрне ӑнланатпӑр, ӗҫлес, аталанас килет. Пӗрле эпир нумай лайӑх ӗҫ тӑватпӑр. Ҫаксем пурте, ҫав шутра ӗҫ ҫыннисен, хӑйсен ӗҫне ниме пăхмасăр туса пыракан, халиччен пулман ҫитӗнӳсем тӑвакан, тӑван Пушкӑрт халӑхне мухтакан ҫынсене пула".
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Республика кунӗ умĕн Раççей тата Пушкӑртстан Республикин патшалӑх наградисемпе наградӑланӑ церемонинче тухса каланинчен. 2021 ҫулхи октябрӗн 8-мӗшӗ.
 
Тулубай аталанӑвӗнче вырăнти хуҫалӑх пуҫлӑхӗн Рафиль Арслановӑн чылай енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем пур.
Дема ял совечӗн территорийӗнче халӑх пурӑнакан ултӑ пункт, вӗсенчен чи ҫирӗп аталанаканни Тулубай шутланать. Ҫакӑ ял ҫыннисен хӑйсен пурнӑҫ позицийӗпе тата вырӑнти фермер хуҫалӑхӗ Рафиль Маратович Арсланов ертсе пынипе пур лайӑх пуҫарусене пысӑк пулӑшу пани нумай енчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
— Паян районпа республика территорийӗнче кирек хӑш халӑх пурӑнакан вырӑн та ӑнӑҫлӑ пуласси пирӗн ял тӑрӑхӗн администрацийӗ палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне власть тытӑмӗн активлӑ ӗҫӗсенчен нумай килет, — тет Дема ял совечӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлович Ходак. — Анчах чи кирли — ҫакӑ чи малтан ҫынсен кӑмӑл-туйӑмӗнчен килет. Пирӗн район - ялхуҫалӑх районӗ. Нумай ҫемьесенче паян килти выльӑх-чӗрлӗх тата ҫитӗнтернӗ продукци тӗп укçа-тенкĕ çăлкуçĕ пулса тӑрать. Анчах лайӑх машинӑпа трактор паркӗ пулсан ҫеҫ вырӑнсенче сухалама та, ҫӗрулми, нумай ҫул ӳсекен курӑкпа пахча ҫимӗҫ лартма та, ҫемьене тата мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх усрама та, ытти выльӑх-чӗрлӗх, ытти кайӑксем усрама пулать, енчен те таврари уй-хирсене акакан, ҫӗршыва тырӑпа сӗт паракан фермер (хресчен) хуҫалӑхӗсем ялсенче пур пулсан, пурнӑҫа тĕпрен те лайӑх еннелле улӑштарма пултараҫҫӗ. Шӑпах çавӑн пек хуҫалӑх шутланать Тулубайри Рафиль Арслановăн хуçалахĕ. Паллӑ ӗнтӗ, вăл хӑйӗн ял хуҫалӑх предприятине çеç ертсе пымасть. Рафиль Маратович староста пулнă май Тулубайра пулса иртекен пур ӗҫсемшӗн те явап тытать, ун урлӑ тубубайсен ял пухӑвӗсенче ыйтусене татса параҫҫӗ. Вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ Дема ял тӑрӑхӗнче депутата суйланать. Социаллӑ пурнăç, культурӑпа спорт мероприятийӗсенче ял ҫыннисен тӗп спонсорӗ тата активлӑ йĕркелекенĕ - ҫак уявсен айлӑмӗ пулса тӑрать. Чыс та мухтав ӑна ҫакӑншӑн!
Районти АПК аталанӑвне Арслановсен ҫемйин КФХ пысӑк тӳпе хывать. Кӑҫал Рафиль Маратович хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче тырӑ вырма чи малтан пуҫланӑ. Унӑн хуҫалӑхĕ çумне 783 гектар ҫӗр ҫирӗплетнӗ, унта 120 гектар кӗрхи ыраш, 100 гектар ҫинче кӗрхи тулӑ, 117 гектар ҫинче ҫемҫе ҫурхи тулӑ, сӗлӗпе чечевица — кашни культура 100-шер гектар таран вырнаҫнӑ. 100 гектар лаптӑкра суданка та пур. КФХ техникăпа тракторсемпе, комбайнсемпе тата прицеплӑ оборудованисемпе туллин тивӗҫтернӗ.
— 2024 ҫулта эпир хаклӑ тӑракан хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине тӗрӗс акса хӑвармалли ҫӗнӗ сеялка туянтӑмӑр, - каласа парать Рафиль Маратович. — Кӑна эпир хамӑр укҫана ҫеҫ шанса турӑмӑр. Анчах 2016 ҫулта пуҫланнă вăхăтра пире "Стартап" программӑпа патшалӑх пулӑшӑвӗ пулӑшрӗ. Вара ӗҫ пуҫланчӗ. Халӗ эпир ура ҫинче ҫирӗп тӑратпӑр. Ӳсентӑран ӗрчетессисӗр пуҫне выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫ ӑнӑҫлӑ пырать. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен йышӗ ӳсет: паян хуҫалӑхра ҫӗр пуҫ ĕне. Кӗтӳре сӑвакан 50 ӗне. Кулленех Пелепейри сĕт заводне çÿллĕ сортпа сакӑрҫӗр литр ытла сӗт паратпӑр. Мӑйракаллӑ вак выльӑх та пур. Хуҫалӑхра ӗнесем, пӑрусем, сурӑхсем, лашасем валли апат хатӗрлесси пӗтӗмпех вӗҫленнӗ. Паян пысăках мар хакпа кăмăл тăвакансене пурне те ытлашши утта сутатпăр.
Пишпÿлек районӗнче тӑтӑшах ҫумӑр ҫунипе тата вӑйлӑ ҫилпе час-часах пулакан климат условийӗсене пула ял хуҫалӑх предприятийӗсенче лайӑх тухӑҫлӑ тырӑллӑ уй-хирте тырпул пухса кӗртес ӗҫе аран-аран ирттереҫҫӗ. Ҫак ӗҫе паллӑ ҫитӗнӳсемпе туса пыракансен шутĕнче Рафиль Арслановӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ. Вăйлă ҫумӑрсем пуҫланиччен кунта 100 гектар лаптӑкри кӗрхи тулла тӳрех комбайнласа пухса кĕртнĕ. Тырӑ нӳрӗ пулни 11 процент, тырӑ тухӑҫлӑхӗ -гектартан 25 центнер.
Урамра ют ҫынсене курсан тата пӗлес килнипе пирӗн калаҫӑва Тубайра пурӑнакан Раиса Петровна Яковлева
хутшӑнчӗ.
— Эпӗ тепӗр уйӑхран 79 ҫул тултаратӑп. Эпӗ
Оренбург облаҫӗн Курмей ялĕнче ҫуралнӑ. Манӑн аттепе анне 1952 ҫулта Тулубай ялне куҫнӑ. Эпӗ кунта пурӑнакан халӑхӑн пур чӗлхисене те пӗлетӗп: вырӑсла, пушкӑртла, тутарла тата чӑвашла. Ман куҫ умӗнчех Демский совхозӑн тата пирӗн отделенири пӗтӗм совет вăхăтĕнчи пурнӑҫӗ иртсе кайрӗ. Манӑн ачасем Ольгӑпа Григорий тӑван ялтах юлчӗҫ, паян та ялхуҫалӑх культурисене ҫитӗнтерсе, хӑйсен ҫемйисен, районпа республика ырлӑхӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ. Акӑ мӗнле эпир патриотсем! Ҫулсеренех тирпейлесе тăракан уй-хир курса куҫа савӑнтарать, вӗсене тӗрлӗ ял хуҫалӑх культурисемпе акаҫҫӗ. Ачасене, мӑнуксене мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшатӑп. Алӑра вӑй пур-ха, урасем тӑван ҫӗр ҫинче ҫирӗп тӑраҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
 
 
 
Тӑван ял ырлӑхӗшӗн яваплӑ
Тӑван ял ырлӑхӗшӗн яваплӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: