Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
15 Августӑн , 10:50

Тухăçа ҫанталӑка пӑхмасӑр пуҫтараҫҫӗ

Калинин ячĕллĕ АП ООО комбайнерӗсен мобильлӗ отрячӗ 10 комбайнпа районти уй-хирсенче тырӑ вырать.

Тухăçа ҫанталӑка пӑхмасӑр пуҫтараҫҫӗ
Тухăçа ҫанталӑка пӑхмасӑр пуҫтараҫҫӗ

Калинин ячĕллĕ АП ООО комбайнерӗсен мобильлӗ отрячӗ 10 комбайнпа районти уй-хирсенче тырӑ вырать.
— Кулленхи ҫумӑрпа вӑйлӑ ҫиле пăхмасăр, пирӗн комбайнерсем тырӑ тухӑҫӗшӗн икӗ эрне ытла кӗрешеҫҫӗ ӗнтӗ, - тет тĕштырă акмалли пысӑк лаптӑклӑ агроприятин тӗп механикӗ Валерий Георгиевич Михайлов. — Кӑҫал тухăç лайӑх, анчах ӑна пухса кӗртме ҫанталӑк кансӗрлет. Ҫапах та пирӗн комбайнерсем икӗ пин гектар тӗштырӑ культурине пуҫтарма тата 25000 центнера яхӑн тырӑ тĕшĕлеме пултарчĕç. Хальхи вӑхӑтра вӗсем уйра 96 гектар лаптӑкра вырнаçнă кӗрхи тулла вырса пӗтереҫҫӗ. Кашни ҫаврӑмран 30 центнер тухать. Хуҫалӑхри малта пыракан комбайнерсенчен пĕрин Василий Степанов пирки калама кӑмӑллӑ мана. Эпир унпа пӗр ялтан - Йăлпăлакран. Вӑл "Акрос" ҫемйин хăватлă тырӑ выракан комбайнĕпе пилӗк пин центнера яхăн тырӑ пухнă. Хуҫалӑхра вӑл ҫуркуннеренпех МТЗ-82.1 кустӑрмаллӑ тракторпа ӗҫлет, тухăçа пухса кĕртнĕ чухне тырӑ вырмалли комбайн ҫине куҫса ларать. Ҫанталӑк часах йӗркене кӗрӗ тесе шанатпӑр, пирӗн кӑтартусем те ÿсĕç.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Владимир Смолов.

Тухăçа ҫанталӑка пӑхмасӑр пуҫтараҫҫӗ
Тухăçа ҫанталӑка пӑхмасӑр пуҫтараҫҫӗ
Тухăçа ҫанталӑка пӑхмасӑр пуҫтараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: