Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
5 Сентябрӗн , 09:10

Чи кирли — тухăçа пухса кĕртесси

Киров ячĕллĕ ялхуҫалӑхра тырпул вырас кампани пырать.

Чи кирли — тухăçа пухса кĕртесси
Чи кирли — тухăçа пухса кĕртесси
Киров ячĕллĕ ялхуҫалӑхра тырпул вырас кампани пырать.
"Пирӗн республикӑн — ял-хуҫалӑх продукцийӗн чи пысӑк ва-ловăй пухӑвӗ, ӑна тирпейлес енӗпе вӑл малти виҫĕ вырăнсенчен пĕрне йышӑнмалла. Пирӗн агропром вӑй-хӑвачӗ хальхи результатсенчен чылай ҫӳлерех".
(Радий Хабиров Пушкӑрт Республикин Правительствин оперативлӑ канашлăвĕнче тухса каланинчен, 2022 ҫулхи январӗн 17-мӗшӗ).
 
Кӑҫал аграри ӗҫченĕсен планлӑ кӑтартӑвӗсем ҫине тӑм ÿкни те, шӑрӑх та, пӑр та, августри вӑраха пынă ҫумӑрсем те витĕм кÿнĕ. Ҫанталӑк условийӗсем йӗркеленсенех, пирӗн аграрисем тырпул пухса кӗртес тата упрас тесе пӗтӗм вӑне хураççĕ. Киров ячĕллĕ СПК тырпула пухса кĕртес ӗҫсен хӑвӑртлӑхӗпе ҫулсерен лидерта. Ситекпуç ҫӗр ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, сентябрӗн 2-мӗшӗ тӗлне 844 гектар лаптӑкӗнчен тырӑ вырнӑ, 744 гектарта ҫапса илнĕ, ҫав шутра: кӗрхи тулӑ — 103 гектар, урпа — 453 гектар, ыраш — 288 гектар. Хальхи вӑхӑта 10900 ц тырӑ пухса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ 15 ц/га танлашать. Кунта уйрӑм тӗрӗслевре выльӑх-чӗрлӗх валли ҫителӗклӗ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтермелли ыйту та пур. Выльӑх-чӗрлӗхе тутӑ хӗл каҫма силос валли 50 гектар лаптӑкӗнчен куккуруса пухса кӗртнӗ, 68 гектар тата юлнă, тухăçлăхĕ 619 тоннăпа танлашнă. Вӑхӑтлă, ялхуҫалӑх сезонӗ ҫинчен шухӑшласа, Ситекпуç ĕçченĕсем кӗрхи тырӑсем акаҫҫӗ. 2025 ҫулхи тухăç валли 278 гектар кӗрхи ыраш акнӑ.
Ыраш пусси патне ҫитрӗмӗр. Комбайнсем васкавлӑ валемсене ҫапаҫҫӗ. Бункерсене тырӑ тултарасса кӗтсе, черетре КАМАЗсем тӑраҫҫӗ. Пирӗн машинӑна курсан, комбайнерта 30 ҫул ĕçленĕ, Киров ячĕллĕ СПК ертӳҫи Александр Маркелович Тихонов раци тӑрӑх механизациленӗ пӗтӗм звенона йӗркеленсе тӑма команда парать. Пурте пӗр самантра пулса иртет. Пӗтӗмӗшле сăнӳкерчӗк турӑмӑр та — пурте хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ, кашни минут шутлă вӗт.
— Ҫанталӑк условийӗсене пула тырӑ вырма халӗ ҫеҫ пуҫлама пултартӑмӑр. Ҫухатусем, паллах, пысӑк, анчах ҫак уяр кунсенче ҫитӗнтернӗ тырра пухса кӗртме ӗлкӗрес пулать, — тет Александр Маркелович. — Ҫурҫӗрте, ытти организацисенче ӗҫлекен ял ҫыннисене пысӑк тав, анчах халӗ пушӑ вӑхӑтра пирӗнпе пӗрле хирте ӗҫлесе пире питӗ пулӑшаҫҫӗ. Хуҫалӑх йывӑр лару-тӑрура пулнине лайăх ăнланатăп. Маттур, çынсем. Ҫанталӑк тӑрас пулсан, ҫакӑн пек хӑвӑртлӑхпа эпир куллен 100 гектар пуҫтарма пултаратпӑр. Ҫакӑн пек хӑвӑртлӑхпа ĕçлени пирӗн механизаторсен ĕçĕ ку, тырпула çулакансен.
Тырӑ çулнă çĕрте ЖВЗ-7 Егор Ефремовпа Андрей Федоров ĕçлеççĕ, "Massey Ferguson" комбайнпа — Дмитрий Иванов. "Дон-1500" виҫӗ комбайнпа Александр Тихонов, Сергей Васильев тата Евгений Филиппов, "Акрос" комбайнпа Геннадий Тихонов ӗҫлет. Сергей Тихонов, Максим Захаров, Иван Волков тата Сергей Лапшин водительсем КАМАЗсемпе тырра турттараҫҫӗ.
Уйран килекен тырă тасату, сортировка, калибровка процесӗ иртет. Унтан тырпул склад ҫурчӗсене упрама каять. Ҫак яваплӑ ӗҫе хуҫалӑхӗн тӗп агрономӗ Олег Рузаков тата ӗҫ ветеранӗ, Пушкӑрт Республикин ял хуҫалӑхĕн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пишпÿлек районĕн хисеплӗ гражданинĕ Владимир Абрамов ертсе пыраҫҫӗ. 86 ҫулти Владимир Николаевич тӑван хуҫалӑха 65 ҫул ытла халалланӑ. Паян та вӑл ял хуҫалӑх кооперативӗн ӗҫӗсемпе пурӑнать. Тырӑ тухӑҫлӑхне шута илсе пымаллине Марина Степанова весовщица илсе пырать.
Кӑҫал хуҫалӑх ҫӗнӗ агрегат ЗМ-40, КС-25 агрегата модернизироват тунă. Ӗлӗк пушатакан шӑтӑка тырра малалла ӗҫлеттерме пӗр машина ҫеҫ пушатма пултарнӑ, халӗ — пилӗк машина, ку вара тат-ти-сыпписӗр ӗҫлеме парать.
Ситекпуçсен кӑмӑлӗ лайӑх. Тырпула пухса кӗртес тесе вӗсем иртен пуҫласа каҫченех ӗҫлеҫҫӗ, республикӑри апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Ҫанталӑк пӑсӑлса ан кайтӑр çеç.
Ирина ФОМИНА.
 
Сăнӳкерчӗк ҫинче сулахайран сылтӑмалла: Сергей Федоров, Евгений Филиппов, Сергей Тихонов, Геннадий Тихонов, Иван Волков, Максим Захаров, Александр Тихонов.
Тепĕр сăнÿкерчĕк çинче Владимир Абрамов.

 

Чи кирли — тухăçа пухса кĕртесси
Чи кирли — тухăçа пухса кĕртесси
Чи кирли — тухăçа пухса кĕртесси
Артур Амурович ГАЛЕЕВ, Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ, районти ялхуҫалӑх управленийӗн начальникӗ: — Патшалӑх ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене, опытлӑ тата ĕçе пуҫлакан аграрисене тӗрлӗ субсиди евӗр пулӑшу сӗнет. Сӑмахран, Киров ячĕллĕ СПК тӗллевĕсем валли тӑкаксен пӗр пайне компенсаци евӗр субсиди — финанс пулӑшӑвӗ илет: сӑмахран, ял хуҫалӑх техники, минераллӑ удобренисем туяннӑшӑн, тӑпра пулӑхлӑхӗпе пахалӑхне ӳстернӗшӗн.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: