Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Сентябрӗн , 09:17

Кашни уяр кунпа усӑ кураҫҫӗ

Анатолий Трофимовăн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнчи механизаторсен коллективӗ тырпул пухса кӗртес ӗҫре килӗшӳллӗ те кал-кал ӗҫлет.

Кашни уяр кунпа усӑ кураҫҫӗ
Кашни уяр кунпа усӑ кураҫҫӗ

Анатолий Трофимовăн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнчи механизаторсен коллективӗ тырпул пухса кӗртес ӗҫре килӗшӳллӗ те кал-кал ӗҫлет.
Ҫанталӑкăн кӑткӑс условисене пула йӗркеленнӗ тырпул пухса кӗртес ӗҫри ансат мар лару-тӑрӑва улӑштарса, республика аграрийӗсем ҫак кунсенче тырӑ тухăçне пухса кӗртмелли экватор урлӑ каҫнă. Вӗсем икӗ миллион тонна ытла тырӑ пухса кӗртнӗ. Пишпÿлек районĕнчи ҫӗр ӗҫченӗсем те сентябрьти кашни уяр кунпа иртен пуҫласа каҫчен усӑ кураҫҫӗ. Акмалли лаптӑксенче 46 787 гектар тырӑ çулнă, 24 714 гектар ҫинче вырнӑ. 48 368 тонна тырӑ ҫапнӑ. Районти вӑтам тухӑҫ гектартан 19,6 центнерпа танлашать. Кӗрхи ырашпа тулӑ вырса пӗтерес вӑхӑт ҫывхарать. 34 465 гектар лаптӑкри ҫурхи тата тырӑ акмалли культурӑсене вырассипе районта та экватор патне ҫывхарнӑ. Тухӑҫ кунта кӑшт сахалрах, гектартан 18,9 центнера ҫитет. Тӗштырӑ культурисемпе тырӑ вырас ӗҫе механизаторсен ĕçне тата тырӑ вырмалли техникӑпа пĕлсе усӑ курса хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче пĕтернĕ. Кӗрхи тата ҫурхи тӗштырӑ культурисене ҫӗр процентпа пухса кӗртес ӗҫе Тулубайри Рафиль Арсланов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче тата Лысогоркăри Сергей Антоновăн хуҫалӑхӗнче туллин вӗҫленӗ. Асӑннӑ ӗҫсене Демскинчи Азат Миниахметовӑн, çавӑн пекех Каминкери Анатолий Трофимовӑн КФХ вӗҫлесси патне ҫывӑх.
Каминкери ҫӗр ӗҫлекенсем кашни ҫул Пишпÿлекри агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлекенсене хӑйсен ӗҫченлӗхне пысӑк тухӑҫпа кӑтартса параҫҫӗ. Вӗсен алли те ҫӗр ӗҫченӗ пулмалла, анчах ӗҫлеме питӗ ҫӑмӑл, ҫӗрӗ те кунта питӗ ҫимӗҫлӗ пулас. Унсӑрӑн кӑҫал Каминке ĕçченĕсен каллех тырӑ тухӑҫлӑхӗ кашни гектар пуҫне 25 центнер ытла пулнине епле ӑнлантарса памалла. Кӗрхи культурӑсен те ҫавӑн пекех кӑтарту, ҫурхи тырӑ гектар пуҫне 27 центнер панӑ. Маттур Каминке ĕçченĕсем, ҫавӑ ҫеҫ!
— Пирӗн хуҫалӑх нумай ҫул ӗнтӗ ҫӗр ӗҫӗпе аппаланать. Тӗрӗсрех каласан, ӳсентӑран ӗрчетесси кӑна, — тет хресченсен (фермер) хуҫалӑхӗн ертӳҫи Анатолий Петрович Трофимов. — Пирӗн пӗтӗмӗшле ака лаптӑкӗ 2200 гектарпа танлашать. Çакна каламалла: 967 гектар — тырӑ культурисем, техника культурисем — 500 гектар, хура пусăсем — 500 гектар. Кӗрхи тулӑ 393 гектар акнӑ, пӗр сӑмахпа каласан, тырпул пухса кӗртесси финиша ҫывхарса пырать. Вӑл планлӑ кӑтартусенчен 80 процентпа танлашать. Кӑҫал ӳсентӑран ӗрчетме питӗ кӑткӑс, кӑҫал пире хӑйӗн ырӑ тухӑҫӗпе кашни гектар ҫине 32 центнер тухӑҫлӑ кӗрхи тулӑ питӗ савӑнтарчӗ. Ыраш та начар мар пулчӗ. Халӗ пирӗн комбайнсем хуратул вырса пӗтереҫҫӗ. Хуратул кашни гектар пуҫне 20 центнер парать. Хуҫалӑхӑн кирек хӑш ертӳҫи те ҫакна ҫирӗплетсе парӗ: тырпулшӑн кĕрешнĕ чухне кадрсем тата яланах лайӑх та ҫирӗп техника пурри татса параҫҫӗ.
Анатолий Трофимов 2024 ҫулта хуҫалӑх хамăр çĕршывра кăларнă пилӗк миллион тенкӗ ытла тăракан тырӑ типӗтмелли ҫӗнӗ сушилка тата ҫичӗ метр сарлакӑш илекен жатка туянни ҫинчен каласа пачӗ. Анатолий Петрович хӑйӗн пысӑках мар, анчах туслӑ, вӑйлӑ, ӗҫе юратакан механизаторсен коллективӗ тырпул пухса кӗртес ӗҫре ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен мӑнаçлӑн каласа пачӗ. Тырпулшӑн пыракан ҫапӑҫу малалла пырать вӗт-ха. "Дон-1500 Б" икӗ комбайнпа Алексей Владимирович Ивановпа Михаил Иванович Попов ĕçлеççĕ. Тӗштырӑ культурисене МТЗ 1221- Фадис Ризатович Башаров, КПС–5Г- Андрей Иванович Грешняков тата МТЗ 82.1- Николай Викторович Моисеев ҫулнӑ, валемсене хунӑ. Хиртен КАМАЗпа Сергей Николаевич Яковлев, ГАЗ-53пе Рафис Римович Исангулов тата ГАЗ-53пе Максим Николаевич Мишагин автомобильсемпе ҫитӗнтернӗ тырпул тухӑҫне турттараҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсен пысӑк калӑпӑшӗшӗн хуҫалӑхра яваплӑх Александр Александрович Тиктенко ҫинче выртать. Вӗсем пурте лайӑх ҫитӗнтернӗ тырпул тухӑҫне туллин пухса кӗртес тесе кашни уяр кунпа усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

Кашни уяр кунпа усӑ кураҫҫӗ
Кашни уяр кунпа усӑ кураҫҫӗ
Кашни уяр кунпа усӑ кураҫҫӗ
Артур Амурович ГАЛЕЕВ, район администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, ялхуҫалӑх управленийӗн начальникӗ: — Районта тырӑ вырмалли лаптӑк 46787 гектар шутланать, ҫав шутра кӗрхи калча — 12332 гектар. Сентябрӗн 11-мӗшӗ тĕлне районта вырнӑ: тырӑ — 24714 гектар (52,5%), ҫав шутра кĕрхи культурăсем 9641 гектар (78,2%). Тырпул пухса кӗртес ӗҫре начар мар ҫитӗнӳсем тунӑ: ИП Р.М. Арсланов КФХ, ИП А.Т. Миниахметов КФХ, ИП С. В. Антонов КФХ, ИП А.П. Трофимов КФХ, "Марс" ООО, Кирова ячĕллĕ СПК , Калинин ячĕллĕ ООО АП. , ИП А.Н. Милютин КФХ.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: