Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
10 Октябрӗн , 13:04

Ҫӗр ҫинче фермер хуҫа та, ӗҫчен те

Сухоречкăри Гузяль Гаязовна Закееван хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ кӗрхи ӗҫсемпе пурӑнать.

Ҫӗр ҫинче фермер хуҫа та, ӗҫчен те
Ҫӗр ҫинче фермер хуҫа та, ӗҫчен те

Сухоречкăри Гузяль Гаязовна Закееван хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ кӗрхи ӗҫсемпе пурӑнать.
Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров регион экономикин никӗсӗ пулса тӑракан агропромышленноҫ комплексне пулӑшассине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ял хуҫалӑхӗ ӗҫ вырӑнӗсемпе апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерсе тӗп вырӑн йышӑнать. Фермерсене пур районсенче те кӗртнӗ грант, субсиди тата ҫӑмӑллӑх инструменчӗсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Регион тухӑҫлӑхне тата конкуренци пултарулӑхне ӳстермелли агропромышленноҫ комплексне йӗркеллӗн ҫӗнетет.
— Пушкӑртстанра фермер хуҫалӑхӗсемпе ял хуҫалӑх кооперацийӗн патшалӑх пулӑшӑвӗ малалла тӑсӑлӗ. 2024 ҫулхи экономикӑпа кӑткӑс климат условисенче те позицисене ахаль тытса пымалла мар, пур ҫӗрте те аталанма тӑрӑшмалла. Пушкӑртстанри АПК ресурсӗсем продукци производствин икӗ хут ӳсме ҫитӗҫ, — палӑртнă Ильшат Фазрахманов, ПР ял хуҫалӑх министрӗ, ПР Правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ сентябрӗн 13-мӗшӗнче Аургазă районӗнче Уй кунĕнче.
Ял хуҫалӑх аталанӑвне пирӗн районта харпӑрлӑхӑн тӗрлӗ формӑллӑ икӗ теҫетке пысӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсем ӑнӑҫлӑ илсе пыраҫҫӗ. Пирĕн патра 65 хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ. Вӗсен хушшинче нумай ҫул тăршшĕ ҫирӗп аталанакан Сухоречка ялӗнчи КФХ ИП Гузяль Гаязовна Закеева.
— Вӑрлӑх культурисем пирӗн 680 гектар лаптӑкра вырнаҫнă, - кӑҫалхи тырпул пухса кӗртес ӗҫре тунӑ мӗнпур ӗҫсен калӑпӑшне каласа парать Гузяль Гаязовна. — Ҫитӗнтернӗ тырпул начар мар пулчӗ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 20,3 центнер ытла пулчĕ. Уйрӑмах кӗрхи тулӑ савӑнтарчӗ. 106 гектар лаптӑкран вӑтам тухӑҫ 32,9 центнер тухрĕ. Ку, паллах, тырӑсене вӑхӑтра пӑхнине пула пулчӗ: удобренисемпе апатлантарнипе химпрополкӑ тунипе. Ҫуркуннерен пуҫласа малтанах 25 тонна кӑткӑс тата 20 тонна азот минераллӑ удобренисем туянтăмăр. Эпир ҫитӗнтернӗ тырра кĕлетсене вӑхӑтра пуҫтарса кӗртме ӗлкӗртӗмӗр. Ҫапла вара 1220 тонна лайӑх пахалӑхлă тырă пулчĕ. Хальхи вӑхӑтра 320 гектар лаптăкран техника культурисене пуҫтаратпӑр. Сенкер йӗтӗне ҫеҫ пуçтарса пĕтересси юлнă. Вӑл кашни гектар пуҫне ултӑ центнер парать, хӗвелҫаврӑнӑш 45 гектар лаптӑк йышăнать, лайӑх тухӑҫлӑ - 17,5 центнер ҫаврăм пуçне. Кӑҫал техника культурисем те начар мар ҫитĕнчĕç.
Хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ уй-хирсене пахалӑхлӑ йӗркелет, ҫӗр ӗҫӗн культурине тӑтӑшах ӳстерме тӑрӑшать, ҫавӑн пекех выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Ҫемье ферминче хуҫалӑхра 150 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх пур, вӗсенчен 50 ӗне сӑвăнать. Кунта куллен 350 литр сӗт чи пысӑк сортпа суса илсе Пелепей районӗнчи "Горизонт" ООО сĕт заводне договор хакӗпе ӑсатаҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗх йышне хӗллехи вите тапхӑрӗнче утӑ ҫулмалли 116 гектар лаптӑкран апат хатӗрленӗ. Кашни пуҫ выльăх валли МТФра 35 центнер утӑ, улӑм тата выльӑх апачӗ пур. КФХ-ра выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе пилӗк ҫын тăвать.
— Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫре хуҫалӑхра ҫулталӑкӗпех икӗ механизатор ӗҫлет, - каласа парать ӗҫчен хӗрарӑм. — Университетран вӗренсе тухнӑ Рамиль ывӑл пирӗн пулăшакан пулса тӑчӗ. Ҫавӑн пекех лайӑх механизатор тата, чи малтанах, опытлӑ комбайнер пулса пирӗн патра упӑшкан шӑллӗ Виль Закиев ӗҫлет. Вӑл пирӗн диплом илнĕ агроном. Уй-хир лайӑх тухӑҫлӑ пулнинче тата тырпула вӑхӑтлă пухса кӗртнинче унӑн пысӑк ӗҫӗ те пур. Ака кампанийӗпе тырпул пухса кӗртес ӗҫ вӑхӑтӗнче сезонлӑ ӗҫсене эпир тата виҫӗ ҫынна явӑҫтаратпӑр. Хальхи вӑхӑтра хăватлă Т-150 тракторсемпе Радик Бадыковпа Николай Милованов кӗрхи ҫӗртме тӑваҫҫӗ.
РФ Ял хуҫалӑх министерстви, район администрацийӗн тав çырӑвӗсемпе республикӑпа районти агропромышленноҫ комплексӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав тунипе наградӑланӑ Гузяль Закеева хӑйӗн хуҫалӑхӗ яланах Сухоречка ял советне массӑллӑ культура мероприятийӗсене ирттернӗ чухне техникӑпа тата тирпей-илем кĕртес ĕçре спонсор укçи-тенкипе пулӑшни ҫинчен шарламарӗ, ҫавӑн пекех СВОна хутшăнакансене аш-какай тӑтӑшах ярса тӑраççĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

Ҫӗр ҫинче фермер хуҫа та, ӗҫчен те
Ҫӗр ҫинче фермер хуҫа та, ӗҫчен те
Артур Амурович ГАЛЕЕВ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан, районти ял хуҫалӑх управленийӗн начальникӗ: — Пирӗн район АПК тытӑмӗнче ҫирӗп аталанакан хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем пурри ял халӑхĕ пурӑнакан вырӑнсен инфратытӑмӗнче лайӑх лару-тӑру йӗркелет. Пӗрремӗшĕнчен, пӑрахӑҫа тухнӑ уй-хирсем ҫук, пур ҫӗре те акаҫҫӗ, тырпул ҫитӗнтереҫҫӗ, выраҫҫӗ. Районта ҫитӗнтернӗ ял хуҫалӑх продукцийӗн пысăк тӳпи фермер хуҫалӑхӗсен аллинче. Ку тата ӗҫ вырăнĕсем йӗркелесси те, налук расчечӗсем те, ял поселенийӗсен администрацийӗсене халӑх пурӑнакан вырӑнсене хӑтлӑх кӗртес тата массӑллӑ культура мероприятийӗсем ирттерес ӗҫре спонсор пулӑшӑвӗ те, Ял кунӗсем, Ватӑсен кунĕ тата ытти те, ҫавӑн пекех гуманитари конвойне йӗркелеме укҫа-тенкӗ пухас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ. КФХ вӑй-хӑвачӗ районта ҫултан ҫул ӳсет. Сӑнӳкерчӗк ҫинче Виль Закеев агроном.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: