Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
14 Октябрӗн , 11:48

Путин ялхуҫалӑх отрасльне малалла та пулӑшу пама шантарнă

#владимирпутин

Путин ялхуҫалӑх отрасльне малалла та пулӑшу пама шантарнă
Путин ялхуҫалӑх отрасльне малалла та пулӑшу пама шантарнă
#владимирпутин
Путин ялхуҫалӑх отрасльне, ҫав шутра пӗчӗк агробизнеса та, пулӑшма шантарнă.
Раҫҫей влаҫӗсем ялхуҫалӑх отрасльне малалла та пулӑшӗҫ, пӗчӗк агробизнеса анлӑланма тата тулти рыноксене хастартарах тухма пулӑшӗҫ, - шантарнӑ РФ Президенчӗ Владимир Путин.
 
"Пӗтӗмӗшпе илсен, малашне те отрасле тытӑмлӑ пулӑшӑпӑр, агробизнеса, ҫав шутра пӗчӗккине, ӳстерӗпӗр, производствӑна анлӑлатӑпӑр, тулашри рыноксене хастартарах тухӑпӑр", - тенӗ Путин Ял хуҫалӑх ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе каланă видеоçыхăнура.
Президент ял производствинче технологисем ӳснӗҫемӗн наукӑпа педагогика кадрӗсене, ҫамрӑк специалистсене хатӗрлес тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗх уйӑрмаллине палӑртнă.
"Ҫитменнине тата ялта кашни ҫулах карьера тума, хӑйӗн ӗҫне уçма, ҫурт, фермер усадьби тума тата нумай ачаллӑ пысӑк ҫемье тума майсем ытларах та ытларах тупӑнаҫҫӗ", - малалла каланă вӑл.
Путин ял территорисене аталантарасси, шкулсене, ача сачӗсене, поликлиникӑсене юсас, хальхи пурӑнмалли ҫурт-йӗр, ҫул-йӗр тата инженери инфратытӑмне туса хурас енӗпе ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстересси чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев тесе каланă.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/75311/photos/78608
 
материалĕсем тӑрӑх. 

 

Путин ялхуҫалӑх отрасльне малалла та пулӑшу пама шантарнă
Путин ялхуҫалӑх отрасльне малалла та пулӑшу пама шантарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: