Усак-Кичури Римпа Эльвира Ямалтдинов мӑшӑрсен хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе татти-сыпписӗр хĕллехи вăрăм тапхăрта туса пыма мăйракаллă шултра кашни условнăй выльăх пуҫне 70 центнер апат единици хатӗрленӗ.
Ашпа сӗт ăратлă мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх ĕçне аталантарас енӗпе ӗҫлекен хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенчен пӗри районта Эльвира Равиловнапа Рим Таухетдинович Ямалтдинов мӑшӑрсен икӗ КФХ шутланать. Отчет кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн паян вӗсенче 493 тата 370 пуҫ мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ. Ҫакӑн чухлӗ выльӑх-чӗрлӗхе йӗркеллӗ усрама, паллах, лайӑх пахалӑхлă выльăх апачĕ чылай кирлӗ. Кӑҫал, выльӑх апачӗ хатӗрленӗ вӑхӑтра ҫанталӑк начар пулин те, туслӑ ямалтдиновецсем палӑртнӑ задачӑна начар мар пурнӑҫланă. Вӗсем 5500 тонна сенаж тата 560 тонна утӑ хатӗрленӗ.
— Сӗт-тавар ферминче пирӗн сенаж хывмалли типлӑ шӑтӑк пур, анчах вӑл пысӑках мар тата хӑвӑрт тулать, — каласа парать Эльвира Равиловна. — Ҫавӑнпа та эпир пӗр ҫул ҫеҫ мар сенажа хирти условисенче, шӑтӑксӑрах тӳрем ҫӗр ҫинче вырнаҫтаратпӑр. Ку вӑл ҫӑлӑнса тухма май ҫук лару-тӑруран мӗнле те пулин ҫӑлӑнӑҫ пулса тухать: сенаж масси нумай, анчах ӑна хума вырӑн ҫук. Кӑҫал эпир ҫавӑн пек сенаж тӗмескисене апат памалли комплекс ҫумне тата МТФ-ра сенаж шӑтӑкӗпе юнашар лартрӑмӑр. Виҫҫӗмӗш сенаж тӗмески Пишпÿлек — Уфа автотрассипе юнашар Мусина анмалли вырӑнта вырнаҫрӗ. Кунта пирӗн сенаж хатӗрлеме ятарласа 150 гектар лаптӑк туса хатӗрленӗ суданкӑпа хӗвелҫаврӑнӑш акнӑ уй пур. Кунта трамбовка ҫинче Т-150К тракторпа Евгений Георгиевич Кириллов вӑй хунӑ. Кӳршӗри уйри симӗс массӑна "Полесье" комбайнерĕ Александр Николаевич Данилов çулнӑ, трамбовка вырӑнне ӑна КАМАЗпа Альберт Фарзатович Садыков тата МТЗ-82.1 тракторпа Минивали Миниярович Исмаилов турттарнă. Палӑртнӑ задачӑна вӗсем начар мар пурнӑҫланă.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
Сӑнӳкерчӗк ҫинче: Т-150К тракторпа Евгений Георгиевич Кириллов ударлӑ ӗҫленӗ.
Минивали Исмаилов тракторист, Александр Данилов комбайнер, Альберт Садыков КАМАЗ водителĕ.