Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
25 Октябрӗн , 10:31

Фермӑсем хӗл каҫма хатӗрленеҫҫӗ

Районти хуҫалӑхсенче хĕллене картасене 9427 пуҫ выльӑх куҫармалла.

Фермӑсем хӗл каҫма хатӗрленеҫҫӗ
Фермӑсем хӗл каҫма хатӗрленеҫҫӗ

Районти хуҫалӑхсенче хĕллене картасене 9427 пуҫ выльӑх куҫармалла.
Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре районти пур хуҫалӑхсенче те ҫанталӑк условийӗсем начар мар тăнă вӑхӑтра выльӑх-чӗрлӗх кӗтĕвĕсем кĕтÿ ҫӳретмелли вырӑнсенче кӑнтӑрла çÿреççĕ-ха. Анчах часах сивӗсем пуҫлансан выльӑхсене малтанах хатӗрлесе хунӑ витесене массӑллӑ куҫарма пуҫлаççĕ, выльăх-чĕрлĕх фермисенче ӗне витисене куҫараҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗех хӗл каҫарасси - ял ҫыннисемшӗн иккӗмӗш тата вӑраха тӑсӑлакан ӗҫ, тырпул пухса кӗртессинчен те яваплӑрах ӗҫ. Кунта канмалли кунсем те, отпуск та ҫук, ҫанталӑк аван мар пулсан та выльăх пăхакансем ахаль лармаҫҫӗ. Хуҫалӑхсене ҫак яваплӑ тапхӑра мӗнле хатӗрленнипе паллашас тӗллевпе районти ял хуҫалӑх управленийӗн тӗп зоотехникӗпе Шайнур Лукмановпа ял хуҫалӑх предприятийӗсен выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетмелли объекчӗсем тӑрӑх ҫӳреме шутларӑмӑр.
"Зерновая компания" ОООра выльӑх-чӗрлӗх ферми, калас пулать, ял варринче, самаях пысӑк лаптӑк йышӑнать. Кунта 133 пуҫ выльӑх пур, вӗсенчен 40 — сутаракан ӗне. Механизаторсем тӑрӑшнипе кунта 900 ытла рулон утӑ турттарса килнӗ. Ҫавӑн пекех лайӑх пахалӑхлă 800 тонна сенаж хывнӑ. Хальхи вӑхӑтра вырӑнти строительсем ангар типлӑ утă упрамалли пысӑк хранилище тӑваҫҫӗ. Пӳлӗмсенче юсав ӗҫӗсем пысӑк пулман, анчах вӗсем выльӑх-чӗрлӗхе йышӑнма пурте хатӗр. Эпир пынӑ пӑру витинче ӑшӑччĕ, пӑрусен апат-ҫимӗҫӗ те йӗркеллехчĕ.
"Дема" ОООра выльӑх-чӗрлӗх йышӗ - 200 пуҫ мăйракаллă шултра выльăх тата ҫавӑн чухлех лаша шутланать. Кунта МТФпа юнашар пысӑк лаптăкра вӑрӑм ретпе тирпейлӗ купаласа хунӑ утӑ тата улӑм рулонӗсем йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем кунта виҫӗ пин ытла. Уй-хиртен вӗсене ятарласа хатӗрленӗ пысӑк прицепсемпе МТЗ–82.1 тракторсемпе Фатих Гареевпа Ильшат Булатов механизаторсем турттарса килнӗ.
"Марс" ОООн ферминче пулни питӗ килĕшрĕ! Унӑн пӳлӗмӗсем аякран выльӑх-чӗрлӗх ҫурчӗсем пек мар, мӗнле те пулин культурӑллӑ объект пек курăнаççĕ: стенисем шап-шурӑ, йӗри-тавра таса та йӗркеллӗ. МТФ пӳлӗмӗсен ӑшӗнче те ҫавӑн пекех картина. Ӗне витинче, калас пулать, выльӑх-чӗрлӗх усрама идеаллӑ условисем туса хунӑ. Ҫак ферма хӗллехи тапхӑра хатӗрленес енӗпе районта чи лайӑххисенчен пӗри пулса тӑрать. Ку ӗҫре Рустам Рамзилович Бадретдинов ертӳҫин тата фермӑри мӗнпур работниксен пысӑк тивӗҫӗ. Эпир пынӑ вӑхӑтра кунта ӗнесем шӑварма каякан водопровод сеткисене опытлӑ сварщик Илдар Юнусов тата Фархаз Юсупов слесарь юсатчĕç. 162 ӗнерен тӑракан кĕтÿ валли рулонсенче 500 тонна утӑ тата 521 тонна сӗткенлӗ силос пур.
С.Юлаев ячӗллӗ СПКра пулса куртӑмӑр, унта паян мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхе мар, лаша ӗрчетес ӗҫе тӗпрен туса пыраҫҫӗ, ҫавӑн пекех витесене хатӗрлесси кирлӗ пек пынине те пӗлтӗмӗр: тара тытнӑ икӗ работник ферма алӑкне тӗпрен юсаҫҫӗ, ӑшӑтаҫҫӗ. Кунта 300 тонна утӑ тата выльӑха хӗл каҫарма 200 тонна улӑм хатӗрленӗ. Хуҫалӑхри выльӑх-чӗрлӗх йышӗ 173 ӗнепе пушкӑрт ӑратӗнчи лашасенчен тӑрать.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

Фермӑсем хӗл каҫма хатӗрленеҫҫӗ
Фермӑсем хӗл каҫма хатӗрленеҫҫӗ
Фермӑсем хӗл каҫма хатӗрленеҫҫӗ
Фермӑсем хӗл каҫма хатӗрленеҫҫӗ
Фермӑсем хӗл каҫма хатӗрленеҫҫӗ
Артур Амурович ГАЛЕЕВ, районти ялхуҫалӑх управленийӗн начальникӗ: — АПК работникӗсен кун йӗркинче тырпул пухса кӗртес ӗҫ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ задача — лайӑх организацилесси тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессинчи хĕллехи тапхӑра тивӗҫлӗ шайра ирттересси. Ҫумӑр ҫунӑ пулин те пирӗн хуҫалӑхсем выльӑх-чӗрлӗх фермисене хытă тата сӗтеклӗ выльӑх апачӗсемпе, ҫавӑн пекех сĕтеклĕ выльӑх апачӗпе кирлĕ чухлĕ тивӗҫтерчӗҫ. Выльӑх апачӗ хатӗрленӗ вӑхӑтра хуҫалӑхсенче рулонсемпе утӑ тата улӑм хатӗрленӗ. Ҫапла вара выльӑх апачӗ хатӗрлес тӗлӗшпе планлӑ кӑтартусене ҫӗр процент тултарнă. Выльӑх-чӗрлӗх витисене кӑҫал юсасси пулас сивӗсем пуҫланичченех пырать. Халӗ чи кирли — выльӑх-чӗрлӗх йышне чакармалла мар! Пирӗн ялхуçалăх таварӗсем туса илекенсен тупӑшĕсен утмӑл процентне яхӑн выльӑх-чӗрлӗх продукцинчен тăнине вӗт. Ҫапла ӗнтӗ, ÿт хушнипе сĕт суса илни хуҫалӑх тухӑҫлӑхӗн, коллектив ĕçĕн чи лайӑх кӑтартӑвӗ те, рынокра ориентировка тума пӗлни те. Ҫакна пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекен кадрсем пур чухне тума пулать. Ертӳҫӗсен ӗҫ вырӑнӗсенче инструктажсем ирттермелле, электропроводкӑпа электрооборудовани ӗҫне тӗрӗслемелле, ҫавӑн пекех пӑру витисенче тата выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен кану пӳлӗмӗсенче пушара хирӗҫ хӑрушсӑрлӑха тишкермелле.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: