Хушăлкари хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуҫлӑхӗн Людмила Иванован кунӗсем кил-ҫуртри тата ҫемье ферминчи кулленхи ӗҫсемпе иртеҫҫӗ.
— Ӗҫ ҫителӗклӗ, эпӗ хутшӑнмасӑр пӗр кун та пурӑнма пултараймасть выльӑх-чӗрлӗх, — хуҫалӑхпа паллаштарать Людмила Иванова. — Ҫемье ферминче мӑйракаллӑ шултра выльӑх 78 пуҫ пур — ку бестужевски несĕл ӗнисем. Унта ӗнтӗ икӗ пӗчӗк пӑру та пур, вӗсене уйрӑм пӑхмалла. Хальлӗхе хӗрӗх икӗ ӗне сӑвăнаççĕ. Анчах часах массӑллӑ пăрулама пуçласса кӗтетпĕр. Ӗҫ тата хутшӑнать. Хамӑр хуҫалӑхра чӑх-чӗп тата теçетке ытла пуҫ сурӑх, хурал йытти тата икӗ кушак усратпӑр.
Людмила Поликарповна Слакпуҫĕнче — пысӑк чӑваш ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Унӑн юратнӑ амӑшӗ Елизавета Владимировна Пелепей районӗнчи малта пыракан доярка пулнӑ. Ҫамрӑк Люда пӗчӗкренех амӑшне выльӑх-чӗрлӗх пӑхма пулӑшнӑ. Яланах зоотехник пулма ӗмӗтленнĕ. Пӗр ӳстермесӗр калама пулать: хĕрача ӗмӗчӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланнӑ. Вӑл зоотехник та, ветврач та, пӑру пӑхакан та, паллах, доярка та. Вунӑ ҫул каялла, 2014 ҫулхи мартра, предприниматель тата КФХ пуҫлӑхӗ пулса, хӑйӗн ҫемье сӗт-ҫу фермине никӗслесе, харсӑр та хӑюллӑ утӑм тума шут тытнӑ. Кирлӗ документсемпе бизнес-план хатӗрленӗ, "Ҫемье сӗт ферми" грант илнĕ. Уйӑрнӑ укҫапа М.Горький ячӗллӗ ăрат хуҫалӑхӗнчен бестужевски несĕллĕ вунă ĕне туяннӑ. "Кош-Елгинский" совхозӑн ял хӗрринчи фермăн пушă выльăх-чĕрлĕх картине тӳлесе илнĕ. Ҫапла вунӑ ҫул иртнӗ.
— Кулленхи ӗҫре мӑшӑр Эдуард Владимирович пулӑшать, сезонлӑ ӗҫе ĕне кĕтме кӗтӳҫĕ тата пӗр механизатора явӑҫтаратпӑр, — тет Людмила Поликарповна. — КФХн виҫҫӗр гектара яхӑн ҫӗр пур. Ытларах выльӑха çитерме утă валли донник, эспарцет, козлятник тата фураж культурисем — сӗлӗпе урпа акатпӑр. Ҫакӑн валли КФХра Т-150 трактор, "Енисей" тырӑ вырмалли комбайн, кустӑрмаллă КУНлă МТЗ-82 трактор тата прицеплӑ оборудовани пур. Кӑҫалхи начар çанталăклă çула пăхмасăр 805 тюк утӑ тата выльӑх вали фураж ҫителӗклӗ хатӗрлеме пултартăмăр. Ҫавӑнпа ӗнесене хӗл каҫарма хӑрушӑ пулмасть. Сӗте эпир Пелепейри сĕт заводне чи çÿллĕ сортпа ҫеҫ паратпӑр. Ҫемье ферминче механизациленӗ икӗ хут сӑвассине йĕркеленĕ, пирӗн сӗт пӑрӑхӗпе сивӗтекен шӗвек пур, тислӗке кăларассине транспортер пулӑшнипе механизациленӗ.
Кӑҫал ҫирӗп характерлă хĕрарӑм 55 ҫул тултарнă. Вӗсем мӑшӑрӗпе 1990 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче пĕрлешнĕ, унтан пӗрин хыҫҫӑн тепри виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ. Чи кӗҫӗнни Коля столицӑри университетра вӗренет. Унӑн пиччӗшӗсен хӑйсен ҫемйисем пур ӗнтӗ. Вӑтам ывӑлӗ Евгений Линара мӑшӑрӗпе Уфара пурăнаççĕ тата ĕҫлеҫҫӗ, аслă ывӑлӗ Саша Светлана мăшăрепе Сургутра пурӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи октябрӗн 31-мӗшӗнче ҫурҫӗрти Ивановсен ҫемйинче савӑнӑҫлӑ пулăм пулса иртнӗ — вӗсен йĕкĕрешсем ҫуралнӑ. Хушăлкари Ивановсем асламӑшӗпе аслашшӗ пулса тӑнӑ, мӑнукӗсене вара Данил тата Матвей тесе ят панӑ. Вӗсем тепӗр ҫулхине хӑнана килме пулнă.
Ӗҫчен Людмила Иванова выльӑх-чӗрлӗхсӗр пуҫне чечек ҫитӗнтерме, пысӑк пахчара аппаланма, пахчаҫимӗҫ хатĕрлеме, варени пӗҫерме те ӗлкӗрет. Ăнӑҫлӑ хӗрарӑм — КФХ ертӳҫин кулленхи ӗҫӗсене район администрацийӗн, Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канаш исполкомӗпе Пелепейри сӗт комбиначӗн Тав ҫырӑвӗсемпе пӗрре мар паллӑ тунă.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.