Александр Милютинăн КФХ Пăслăкри таварлă сĕт ферминче ĕçлĕ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланать.
Выльӑх-чӗрлӗхе хĕл каçарасси районти пур хуҫалӑхра та, уйрӑм секторта та варрине ҫывхарса пырать. Ҫумӑр ҫунӑ пулин те, перекетлĕ хуҫасем пӗр чарӑнмасӑр хӗл каҫма лайӑх условисем туса пама, ӑшӑ пӳлӗмсем хатӗрлеме ҫеҫ мар, лайӑх апат бази хатӗрлеме те пултарнӑ. Выльӑхсене лайӑх пӑхассине йӗркеленӗ. Ӗҫлесси ҫеҫ юлать. Шӑпах çакӑн пек картинӑна эпир Александр Милютинăн КФХ Пăслăкри ферминче куртӑмӑр.
Ферма патне ҫитеспе инҫетрен ӗҫлекен механизмсем кӗрлени илтӗнет — ирхи сăвăм пырать. Выльӑх апат картишӗнче те, фермăн пӗтӗм территорийӗнчи пекех, йӗркеллĕ. Хресченсен (фермер) хуҫалӑхӗн ертӳҫи Александр Николаевич Милютин каланӑ тӑрӑх, КФХ вылăх-чĕрлĕх апатне ҫулталӑк ҫурра çитмелĕх тивӗҫтернӗ.
— Выльӑх пӑхакансен коллективӗ виҫҫӗмӗш уйӑх ӗнтӗ лайӑх йӗркеленӗ хӗллехи йӗркепе пурӑнать. Кунта хӗллехи тапхӑрта выльӑх пӑхакансен пӗр штатне туллиех пухнӑ. Мăйракаллă шултра выльăхăн пӗтӗмӗшле йышӗ 586 пуҫ шутланать, пушмаксемпе пӑрусене те кӗртсе. Вӗсене Руслан Григорьев, Эдуард Вальмухаметов, Ирина Петрова, Андрей Григорьев тата Вилена Николаева скотниксем пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем, пӗр-пӗрне ылмаштарса, пилӗк кунлă шалти график тӑрӑх ӗҫлеҫҫӗ.
Фермӑра пӑрусене опытлӑ выльӑх пӑхакансем Оксана Земсковапа Владимир Алексеев пӑхаҫҫӗ. Вӗсен аллинче ҫӗр пӑру. Лайӑх ӑшӑтнӑ пӑру витинче пӑрусене ирӗклӗ те тутӑ. Тепӗр уйрӑм пӳлӗмре вунӑ лаша ытла, вӗсемпе хӑйсен ӗҫӗнче выльӑх-чӗрлӗх пăхакансем усӑ кураҫҫӗ. 150 пуç ӗнене чи пысӑк сăвăнакан кӗтĕве ҫулталӑкӗпех вӑр-вар, хастар та нумай калаҫман доярка Клара Александровна Яковлева пӑхса тӑма ӗлкӗрет. Вӑл яваплӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ: ирхине те, каҫхине те кунсерен ҫавӑн чухлӗ ӗне сума ӗлкӗрет. Ӗнесене ирех сӑваҫҫӗ, унтан тул картана кăлараççĕ. Ҫав вӑхӑтра выльӑх витинче йӗрке тӑваҫҫӗ. Картишĕнче тислӗк турттармалли транспортер ҫук пулин те, кунта хытӑ курăк сарнӑ вырӑна кашни эрнерех кустӑрмаллӑ трактор кӗреҫепе тĕртсе тирпейлет.
Ӗнесене апатлантармалли рацион лайӑх шайлашуллӑ. Выльăхсене апат Сергей Игнатьев механизатор ӗҫлекен трактор çумне çакнă "Хозяин" кормораздатчик урлӑ механизациленӗ майпа параççĕ. Тепӗр кустӑрмаллă тракторпа Владимир Тимофеев механизатор ӗҫлет. Выльӑх-чӗрлӗхе тӑрантармалли рационсем асӑннӑ ыйтусене тивӗҫтереҫҫӗ. МТФра лайӑх пахалӑхлӑ 200 рулон утӑ, 180 тонна улӑм, траншейӑри пӑрҫа курӑкӗсенчен хунă 2200 тонна сенаж пур. Хам эпӗ выльӑх пӑхакансен ӗҫне питех хутшӑнмастӑп. Кунта ферма заведующийӗ Владимир Валентинович Яковлев пӗтӗм чунтан тӑрӑшать, - пӗлтерчӗ Александр Милютин.
Ир пулсан та сумалли зал умӗнче Пелепейри сӗт комбиначӗн сĕт турттаракан ҫӗнӗ автомобилĕ КАМАЗ тӑрать. Унӑн водителӗ Айрат Файзуллин кашни кун Пăслăкри МТФран евростандартпа тонна ҫурӑ сӗт продукцийӗ илсе кайни ҫинчен хавасланса каласа пачӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.