Раҫҫей АПК специалисчӗсем Мускаври пӗтӗм Раҫҫейри агрономи канашлӑвӗнче ака кампанийӗ пулассине тата аграрисене кирлӗ ресурссемпе тивӗҫтерессине сӳтсе явнă.
2025 ҫулта Пушкӑртра 2,8 млн гектар акма палăртнă. Кӗркунне ытти чухнехинчен чылай сахалрах акнă— 280 пин гектар, мӗншӗн тесен ҫанталӑк условийӗсене пула тырӑ вырас ӗҫ питӗ вӑраха кайнӑ. Ку вӑл ҫуркунне уй-хирте ӗҫ ытларах пулассине пӗлтерет.
ПР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, регионта пулас ака кампанийӗн хакӗ 30 миллиард тенкӗпе танлашать — пӗлтӗрхинчен 25% ытларах.
Аграрисене ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем пулӑшаҫҫӗ, ку федерацин питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӑшӑвӗ, палӑртнӑ ведомствӑра. 2024 ҫулхи ноябрьтен аграрисем 11 миллиард тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем илнӗ. Черетлӗ лимит уҫасса кӗтеҫҫӗ, ҫакӑ регион ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене апрелӗн 1-мӗшӗччен 15 - 17 миллиард тенкӗрен кая мар кредит илме май парать.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2025-01-30/v-bashkirii-gotovyatsya-k-posevnoy-2025-4102978