Предпринимательлӗхе пулӑшмалли программа тӑрӑх Пăслăкри Никитин фермер лаша ӗрчетет.
Пăслăк ял Совечӗн пуҫлӑхӗ Юрий Александрович Васильев Пăслăкри халӑх социаллӑ пурнӑҫпа экономика енчен пăхсан ӗҫчен те хастар чылай ҫын ҫинчен ырласа калать, "…вӗсемпе яланах пӗр чӗлхе тупма тата кирек мӗнле ӗҫе те лайӑх шайра тума пулать", тет. Тунӑ ӗҫе никам умӗнче те кӑтартма намӑс пулмӗ. Анчах чи малтан Пăслăк ҫыннисем питӗ лайӑх ҫӗр ӗҫченӗсем тата вылăх-черлĕх ĕрчетекенсем". Вӑл Никитинсен ҫемйине тӗслӗх вырăнне илсе кӑтартать, унта иртнӗ кӗркунне уйрӑм предприниматель Евгений Валерьевич лашасем ӗрчетме тытӑннӑ.
— Ҫак туслӑ ҫемье ултӑ ҫынран тӑрать, пысӑк та хӑтлӑ ҫуртра виҫӗ ӑру килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, — тет Юрий Александрович, выльӑх-чӗрлӗх хуҫалӑхӗпе тата лашасене пӑхакан ҫынсемпе паллаштарса. — Пӗлтӗр Евгений Никитин пӗтӗм йĕркелÿ ыйтăвĕсене килӗштернĕ хыҫҫӑн, фермер ӗҫне тытӑнма шутланă. Ҫакна тума вӑл район администрацийӗнче «Развитие и поддержка малого и среднего предпринимательства в муниципальном районе Бижбулякский район» муниципалитет программипе хӑйӗн, калӑпӑр, ҫемье бизнесӗн пуҫламӑш тапхӑрĕ валли пысӑках мар субсиди илнӗ. Вара унăн ӗҫсем майӗпен малалла кайрĕç.
Эпир кирпӗчрен тунӑ илемлӗ ҫурт патне килсе чарăнтăмăр, вӑл чӑнкӑ ту айӗнчи юханшыв хӗрринче ларать. Пахчасем хыҫӗнче, аякра, картара лашасем курӑнаҫҫӗ, вӗсем февральти хӗвел ҫинче ӑшӑнса, утта тӳрех рулонсенчен ҫиеççĕ, ҫамрӑккисен (пӗлтӗрхи тихасен) вуллисем те пур. Килĕнче ĕçе пуҫлакан фермер ашшӗ-амӑшӗсем ҫеҫчĕ. Тӗреклӗ те ҫирӗп сӑлӑплӑ картара Король ӑратлӑ ӑйӑр урисемпе тапӑртатать, сайра хутра ҫеҫ сассине парать.
— Лашасене эпир вӑхӑтлӑха мӑшӑрпа Вера Максимовнапа пăхатпӑр. Пирӗн ывӑл Женька нумаях пулмасть райветстанцие прививкӑсем тăвасси пирки кайрӗ, — тет Валерий Михайлович, эпир кӗтмен ҫӗртен мĕн тума килнине пӗлсен. — Пирӗн ҫирӗм пуҫ ытла лаша. Кунта ытларах кӗсресем. Ҫамрӑккисем пӗлтӗрхи пилӗк тиха пур. Кӑҫал вара ӑшӑ та хӗвеллӗ апрельте çеç йышлӑ хăмласса кӗтетпĕр. Пирӗн лашасем ту айӗнчи çаранра вырнаçнă. Ҫавӑнпа та кунта нихҫан та ҫил вӗрмест. Пахча хыҫӗнчи ҫӗре лашасем валли ана тума арендӑна илтĕмĕр те закон тӑрӑх йӗркелерĕмĕр. Ывӑл хăй укçи-тенкипе лашасем, МТЗ-82 трактор, пресс-подборщик тата косаркӑ туянчĕ. Утӑ хатӗрлеме эпир тата 20 гектар ҫӗр илтӗмӗр, утӑ ҫулатпăр. Пур ӗҫе те хамӑрах никам пулӑшмасӑрах тӑватпӑр.
Эпир ял тӑрӑх пуҫлӑхӗпе Юрий Васильевпа ӑйӑрпа паллашнӑ хыҫҫӑн кӗсресен картине кӗрсе тухрӑмӑр. Вӗсем пурте питӗ самӑр, ҫӑмӗ йӑлтӑртатать. Вӗсемшӗн пӗлтӗрхи ҫуллахи тапхӑрта виҫҫӗр ытла тюк утӑ хатӗрленӗ. Ҫамрӑк фермер Евгений Валериевичӑн лашасене ытларах ашшӗ-амӑшӗсем сӑнаса тӑраҫҫӗ, тихасене пăхма мӑшӑрĕ Алена Владимировнапа улттӑмӗш класра вӗренекен ывăлĕ Георгий пулăшаççĕ. Ултӑ ҫулти Софья хальлӗхе Пишпÿлекри "Умка" ача садне ҫӳрет. Никитинсен кил-йыш фермин малашлăхĕ тем тесен те лайӑх пулать.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.