Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
12 Мартӑн , 10:55

Районта ял хуçалăх техникине тĕрĕслеме тытăннă

Районти хуҫалӑхсенче ял хуҫалӑх машинисене ҫуркуннехи уй-хир ӗҫне хатӗррине тӗрӗслеме тытăннă.

Районта ял хуçалăх техникине тĕрĕслеме тытăннă
Районта ял хуçалăх техникине тĕрĕслеме тытăннă

Районти хуҫалӑхсенче ял хуҫалӑх машинисене ҫуркуннехи уй-хир ӗҫне хатӗррине тӗрӗслеме тытăннă. Агропромышленноҫ комплексӗнче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пуҫланас умӗн тата Пишпÿлек районӗнчи Гостехнадзор секторӗпе пӗтӗмӗшле усӑ курмалли ҫул ҫине тракторсем массӑллӑ тухиччен юсанă самоходнӑй машинӑсемпе прицепсене эксплуатацилес тӗллевпе вӗсен техника тӑрӑмне тӗрӗслеҫҫӗ.

2025 ҫулхи мартăн 11-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ графикпа килӗшӳллӗн "Марс" ОООра тата Салават Юлаев ячĕллĕ СПКра техника пӑхса тухнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ чухне çаксене тимлӗх уйӑрнӑ: регистраци даннӑйӗсем, техника пурлӑхне, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн хатӗрӗсемпе комплектланине, тракторист-машинист удостоверенийӗсем пуррине.

Пӑхса тухма 25 единица техника тӑратнӑ, техника тӗрӗслевӗ 17 единица иртнӗ. Уйӑх тăршшĕпе техникӑн 360 единицине пӑхса тухмалла.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/officialbiz

 

Районта ял хуçалăх техникине тĕрĕслеме тытăннă
Районта ял хуçалăх техникине тĕрĕслеме тытăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: