2025 ҫулта федераци бюджечӗ Пушкӑртстанри аграрисем валли ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем илме 955,1 млн тенкӗ уйӑрнӑ — ку вӑл пӗлтӗрхинчен 440 млн тенкĕ ытла нумайрах. Хальлӗхе вырӑнти ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем 107 заявкӑна 8 миллиард тенкӗ ытлалăх ырланă.
Республикӑра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем темиҫе эрнерен, ака уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче, пуҫланасса кĕтеҫҫӗ. Пушкӑртстан правительствин председателĕн заместителĕ, ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов каланӑ тӑрӑх, аграрисем валли кӑҫал ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем пулӗҫ.
Ильшат Фазрахманов пӗлтернӗ тӑрӑх, çураки ирттерме 2025 ҫулта 30 миллиард тенкӗ кирлĕ пулать. Министр ку пысӑк тӑкак пулнине палӑртнă, анчах федераци программине пула ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем вӑрлӑх, техника валли запас пайсем, çункăç тата ытти кирлӗ материалсем вӑхӑтра туянма пултараҫҫӗ.
Пушкӑрт правительствин пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Россельхозбанкӑн регионти уйрӑмӗ ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем парассине 42 процента ӳстернӗ, аграрисем процент ставкине чакарнӑ 902 млн ытла тенкӗ илнӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2025-03-13/agrariyam-bashkirii-odobrili-bolee-8-mlrd-rubley-lgotnyh-kreditov-na-sezon-4156275